Радий Хабиров Уфа хула канашӗн ларӑвӗнче Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче хулан 450 ҫулне уявлама нумай ӗҫ тунине аса илтернӗ.
«Эпир тунӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑмастпӑр. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче пирӗн цирка юсассипе патшалӑх экспертизин лайӑх пӗтӗмлетӗвне илме май килчӗ. Строительство ӗҫӗсене пуҫӑнатпӑр. Кӑҫал Раҫҫей сӗтелҫи теннис федерацийӗпе сӗтелҫи теннис центрне туса пӗтерме палӑртатпӑр. Пушкӑрт патшалӑх пукане театрӗпе юнашар вырнаҫнӑ Уфари 39-мӗш ача-пӑча библиотекине юсӑпӑр. Пӗлтӗр Республика кунӗнче, юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн Воровский урамӗн створӗнче Шуратӑл шывӗ урлӑ хывнӑ арка кӗпер тӑрӑх юхӑм пуҫарнӑ. Кӗперӗн тата ун таврашӗнчи территорин историлле сӑн-сӑпатне упраса хӑварни паха. Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелессине уйрӑмах тимлӗх уйӑратпӑр. 2025 ҫулта çичĕ общество уҫлӑхне тирпей-илем кӗртнӗ. Перекет Банкӗпе пӗрле кӑҫал Ленин ячӗллӗ паркри ӗҫсене вӗҫлӗпӗр. Хулан Дема, Калинин, Киров тата Октябрьски районӗсенче тата пилĕк паркпа сквера хӑтлӑлатӑпӑр», – тенӗ Радий Хабиров.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков / «Башинформ» ИА.
https://www.bashinform.ru/news/social/2026-02-18/radiy-habirov-napomnil-chto-sdelano-v-ufe-posle-450-letnego-yubileya-goroda-4583308