Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнĕлĕх
5 Мартӑн 2019, 11:57

Пушкăртстанра «Тăван урам» программа ĕçлеме пуçлĕ

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров Пушкăртстан Правительствин оперативлă канашлăвĕнче регионра «Тăван урам» çĕнĕ программа йышăнасси пирки пĕлтернĕ.

Унăн тĕллевĕ — халăх пурăнакан тата аталанакан кашни ялти пĕр тĕп урама та пулин асфальт сармалла.

— 200 метр е 1,5 километр пулсан та юрать: анчах унта асфальт хунă пулмалла: ял халăхĕшĕн ункайлă пултăр: уйрăмах çурхи-кĕрхи шыв-шурта тата пылчăкра. çулла та ял урамĕ тусан айĕнче пулмалла мар: — палăртнă Радий Хабиров.

Республика ертÿçин сăмахĕсем тăрăх: «Тăван урам» программăна 2024 çулччен йышăннă. Ялти хăш урама асфальт сарасси пирки ял халăхĕ хăй пухусенче пĕрле канашласа татса памалла.

Программăна пурнăçа кĕртессишĕн тата ăна тĕпĕ-йĕрĕпе ĕçлесе хатĕрлессишĕн Правительствăн вице-премьерĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Раиф Абдрахимов яваплă.

«Башинформ»

информаци агентстви.
Читайте нас: