Çутă çул
-3 °С
Юр
Пур хыпар та
Çĕнĕлĕх
22 Мартӑн 2019, 16:51

Цифра пĕр чăрмавсăр

Волонтерсем Пишпÿлек районĕнче пурăнакансене цифрлă приставкăна мĕнле хута ямаллине кăтартса панă

«Çамрăк гварди» Пĕтĕм Раççей обществăпа политика çамрăксен организацийĕн волонтерĕсемпе хастарĕсем цифрлă хыпарлава куçни çинчен халăха хастар информацилеççĕ. Кашни ял тăрăхĕнче çамрăксем хăйсен ирĕкĕпе информаци буклечĕсем валеçнĕ, урамра тата килĕрен тухса цифрлă эфир телевиденине хута ярасси тата майлаштарасси çинчен пĕлтерсе çÿренĕ. Волонтерсем приставкăна пурин те туянмалла марри çинчен асăрхаттарнă. Ку чухнехи телевизорсенчен чылайăшĕ цифрлă эфир телеканалĕсене йышăнать. Вĕсем патне дециметр диапазонлă пÿлĕм е тулашри антенна кăна çыхăнтармалла. Цифрлă приставка унччентерех кăларнă кивĕ телевизорсем валли кăна кирлĕ пулмасть. Çамрăк çынсем ку чухнехи телевиденин лайăхрах енĕсем — сăнпа сассин çÿллĕ пахалăхĕ, нумай канал, йышăнмалли оборудованине ансат йĕркелесе ярса пулни, абонент тÿлевĕ çукки çинчен каласа панă. Çавăн пекех волонтерсем цифрлă приставкăна мĕнле хускатмаллине тата йĕркелесе ямаллине кăтартса панă.

— Çынсемпе калаçнă майăн вĕсенчен чылайăшĕ цифрлă форма çине куçасси çинчен пĕлни куç кĕчĕ тата чылайăшĕ хăйсемех пĕр чăрмавсăр куçнине пĕлтерчĕ, — каласа парать Пишпÿлек районĕнче волонтерсен кураторĕ Галина Кудряшова.

Ирина МИХАЙЛОВА.
Читайте нас: