Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнĕлĕх
15 Октябрӗн 2019, 12:58

Цифра волонтерĕсем пулăшнă

Пушкăртстанра октябрĕн 14-мĕшĕнчен федераллĕ телевидени каналĕсем кăтартма чарăннă. Телевиденисĕр тăрса юлас мар тесен цифра сигналне кăрса лартмалла.

Цифрăлла эфир телевиденийĕ — пĕтĕм тĕнчери телевидени аталанăвен çĕнĕ тапхăрĕ, вăл аналог телевидени передачисем вырăнне килет. Аналог телевиденийĕ цифрăллипе танлаштарсан, ÿкерчĕк тата сасă пахалăхĕ енчен чылай начар. Цифрăлла сигнал пĕтĕм çĕре çитет, хула-ял пысăкăшĕнчен те, инçетре вырнаçнинчен те килмест. Çакна та палăртса хăвармалла, цифрăлла телевидени кураканĕсемшĕн кабель тата спутник операторĕсемпе усă куракансенни пек абонент тÿлевĕ пачах çук. «Цифра» çине куçасси кабель, интернет-телевиденипе, IP-ТВ е спутникпа усă куракансене тивмест.

Ыттисен вара хăйсен телевизорĕсене тĕрĕслес пулать — çĕнĕ йышши модельсем валли хушма оборудовани кирлĕ мар. Енчен те телевизор кинескоплă пулсан тата ăна ултă-çичĕ çул каярах туяннă пулсан, цифра приставки кирлĕ.

Пишпÿлек ял Совечĕ ял тăрăхĕн цифра волонтерĕсем октябрĕн 4 тата 7-мĕшĕсенче Ситекпуçĕнче, Калиновкăра, Хастарта, Тури Кĕрмеслĕре, Ибрайкинта, Кандракульте, Йăлпăлакра тата Хуртвăрманайĕнче пурăнакансене октябрĕн 14-мĕшĕнчен федераллĕ телеканалсене сÿнтерни, цифра çине епле куçмаллине каласа ăнлантарнă.

Çамрăксен «Вектор» центрĕн материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: