Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Çĕнĕлĕх
17 Октябрӗн 2019, 12:08

«Цифра» кашни килте

Октябрĕн 14-мĕшĕнчен патшалăх телеканалĕсем тата виçĕ радиостанци аналогран цифра çине куçнă. Пăслăк ял Советĕнче асăннă событи тĕлне малтанах хатĕрленнĕ. 40 ытла пенсионера çу уйăхĕнче телевизор приставкисем туянма телекартăсем панă.

— Виçĕ çул каярах телевизор приставки туянтăм, мĕншĕн тесен цифра çине куçасси пирки калаçма пуçланăччĕ, — тет ĕç ветеранĕ, ПР ялхуçалахĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă Виталий Степанович Кузьмин. — Ял çыннине Владимир Степанова чĕнтĕмĕр те вăл пире каналсене майлаштарса пачĕ. Халĕ телевизор питĕ хитре кăтартать, ытлашши пĕр шав та çук. Эпĕ ытларах хыпарсем итлеме юрататăп, мăшăр «Поле чудес», сывлăх çинчен передачăсем кăмăллать. Телевизор пăхсан вăхăт иртни туйăнмасть.

Владимир СМОЛОВ.

Авторăн сăнÿкерчĕкĕ.
Читайте нас: