Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнĕлĕх
18 Октябрӗн 2019, 12:11

Волонтер цифра приставкисене çыхăнтарма пулăшать

Пишпÿлекшĕн 20 тÿлевсĕр канала цифра телевиденийĕпе кăтартма куçасси пĕр йывăрлăхсăр иртнĕ теме пулать. Нумай каналлă цифрăна кунта спутник тарелкисем тата кабель телевиденийе урлă пăхаççĕ. Çапах та хăш-пĕр çуртсенче аналог телевиденийĕ юлнă-ха.

— Пирĕн килте 4 телевизор, — каласа парать ĕç ветеранĕ Наиль Салаватов. — 6 çул каярах спутник телевиденийĕ кăтартма пуçларĕ, мăнуксем кунĕпе мультфильм пăхаççĕ. Октябрĕн 14-мĕшĕ хыççăн 2 телевизор кăтартма чарăнчĕ, БСТ канал кăна пурччĕ. Васкавлă приставка туянтăмăр, волонтера чĕнтертĕмĕр. Александр Федоров тахçантанпах цифрăллă телевиденипе çыхăнтарма пулăшать. Саша шăнкăравланă хыççăнах килсе çитрĕ те телевизора ункайларĕ. Тавтапуç ăна, — тет ветеран.

Владимир СМОЛОВ.

Авторăн сăнÿкерчĕкĕ.
Читайте нас: