Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнĕлĕх
21 Октябрӗн 2019, 11:43

Аналог телевиденине чарнă хыççăн Пушкăртстан çыннисенчен 2 пин ытла шăнкăрав пулнă

Пушкăртстанра аналог телевиденине чарнă хыççăн «хĕрÿ линие» 2 пин ытла хут шăнкăравланă. Çакăн çинчен ПР МИХ тата Пичет Агентствин пресс-служби пĕлтерет. Тĕпрен илсен, çынсем оборудование кĕвĕлесе лартма пулăшма ыйтаççĕ. Ватă çынсене волонтерсем пулăшмалла. Çакнашкал ыйтупа 450 çынна яхăн шăнкăравланă. Халăха канăçсăрлантаракан тĕп ыйтусенчен пĕри БСТ телеканала кĕвĕлесе лартасси пулнă — вăл унчченхи пекех аналог режимĕпе ĕçлет.

Октябрĕн 14-мĕшĕнчен пĕтĕм çĕршывĕпе федераллĕ телеканалсен аналог вещанине чарса хуни, Раççей цифра телевиденине куçни çинчен аса илтеретпĕр.

Пушкăртстан çыннисем «хĕру линипе» 8 (800) 347 00-55 шăнкăравласа пурне те ыйтса пĕлме пултараççĕ.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: