Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Çĕнĕлĕх
25 Ноябрӗн 2019, 18:41

Ялти лавккара укçа хывма пулать

Ялта пурăнакансем лавккасенче укçа хывма тата малашне коммуналлă çăмăллăхсемшен тÿлеме пултараççĕ

Хальхи пурнăçра чĕрĕ укçана банк карттисем ылмаштарма пултараççĕ, чылай чухне нумайăшин сумккинче «наличка» çукпа пĕрех. Анчах çук-çук та хут укçа пурпĕр кирлĕ пулса каять вĕт. Вара банкомат пур çĕре каймалла е лавккара терминал пулмалла. Енчен те санăн кÿршÿне сĕтшĕн памалла пулсан, мĕн тумалла?

Районта Сбербанк ПАО Пишпÿлекри райпопа пĕрле «Агентская сеть» проект пуçласа янă. Малашне инçетри ялсенче пурăнакансем райпо лавккисен кассисем урлă укçа хывма пултараççĕ, малашне коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлеме, картă çине укçа хума пултараççĕ. Тĕп тĕллев — банк çăмăллăхĕсене çынсемшĕн ункайлăрах тăвасси.

— Пушкăртстанра «Агентская сеть» проекта районта эпир кăна пурнăçа кĕртетпĕр. Сбербанк ПАО çавна май хăйĕн сетьне анлăлатать, эпир — клиентсен шутне, тавар çаврăнăшне ÿстеретпĕр, çынсем пирĕн лавккасенче укçа хывма пултараççĕ. Çакă питĕ ункайлă, мĕншĕн тесен пирĕн чылай ялсенче банкоматсем, почта уйрăмĕсем çук, — тет райпо совечĕн председетелĕ Михаил Лукьянов.

«Агентская сеть» районти 22 лавккара пурнăçа кĕрет. «Эвотор» кассăсене Аитра, Хомутовкăра, Каминкере, Çирĕклĕре, Ермолкинта, Кунаккăлта лартнă ĕнтĕ.

Айгуль ГАРЕЕВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Айгуль ГАРЕЕВА.
Читайте нас: