Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Çĕнĕлĕх
5 Мартӑн 2020, 15:34

Уфа архитекторĕсем хăйсен проекчĕсене Берлинра тăратаççĕ

Берлинри тахçантанпах ĕçлекен AEDES галерейинче республика архитекторĕсен ĕçĕсене кăтартаççĕ.

«КБ 11» архитекторĕсен Юлия Федяеван, Анна Сазонован тата Азат Ахмадуллинăн ĕçĕсене Тутарстанра 2019 çулта иртнĕ Иккĕмĕш Раççей çамрăксен архитектура биенналере пĕтĕм тĕнче жюрин парнисемпе палăртса хăварнă. Халĕ Уфа архитекторĕсен ĕçĕсене Берлинра хак параççĕ.
«КБ 11» тата Азат Ахмадуллин архитекторсен ĕçĕсене мартăн 13 — 29-мĕшĕсенче курма пулать.
Галерейăн тĕп залĕнче финалистсен 30 проектне тăратаççĕ, çĕнтерÿçĕсен сакăр ĕçне — макетсемпе тата видеоинтервью кĕвĕн.
— Биеннален тĕп тĕллевĕ — çамрăксене хăйсен уникаллĕ проекчĕсене пурнăçа кĕртме пулăшасси, — тет выставкăпа паллаштарса Тутарстан Республикин Президентне пулăшакан Наталия Фишман-Бекмамбетова. — Берлинра çамрăк архитекторсем хулара строительство илсе пымалли ĕçри чи йывăр задачăсенчен пĕрне, Хусанри икĕ промышленность зонине — унчченхи «Сантехприбор» завод тата Порт элеваторĕн — ревитализацилесси.
Уфари «КБ 11» архитектура бюровĕн представителĕ Анна Сазонова каланă тăрăх, тĕп дизайнер решенийĕ — асăннă территоринчи строительство çÿп-çапне консервацилесси тата ăна Тарковскин «Сталкер» фильмĕнчи пек асра юлмалли ландшафт паркĕ туса хурасси.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: