Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнĕлĕх
12 Мартӑн 2020, 18:41

Влаç органĕсен сотрудникĕсем вĕреннĕ

Ĕнер Пушкăртстан Республикин пуçлăхĕн администрацинче социаллă сетьсенче граждансемпе хутшăнса ĕçленишĕн яваплă ĕç тăвакан влаç сотрудникĕсене Платформа обратной связи функционалпа ĕçлеме вĕрентнĕ. Платформа — Раççей Федерацинчи патшалăх пулăшăвĕсен пĕр порталĕнче вырнаçнă граждансемпе çыхăну тытмалли пĕр чÿрече.РФ Цифрла аталану, çыхăну тата массăллă коммуникаци министерстви влаç органĕсен, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тата ытти организацисен ĕçне Платформăна кĕртессипе Пушкăртстана та пилот регионĕсен шутне кĕртнĕ.

Çывăх вăхăтра Пушкăртстан Платформăн технологи решенине тĕрĕслеме тытăнать, унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх РФ Цифрлă аталану, çыхăну тата массăллă коммуникаци министерстви Раççейри мĕнпур регионсенче çак Платформăна тиражлама кирлипе çуккине йышăнать.
Пилот проекчĕ «Цифровая экономика Российской Федерации» наци программин «Цифровое государственное управление» федераллĕ программа шайĕпе пурнăçа кĕрет.
ПР Цифрлă аталану, çыхăну тата массăллă коммуникаци министерствин пресс-служби.
Читайте нас: