Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнĕлĕх
30 Мартӑн 2020, 15:14

Пӗчӗк ялсене те интернет ҫитӗ

Ҫӗршыври пӗчӗк ялсене тӗнче тетелне тухмашкӑн май туса парассипе ҫыхӑннӑ пуҫару пирки «Парламентская газета» хаҫат пӗлтерет.

Маларах та ҫапларах йышӑну тунӑ. Ҫавна май чылай яла телефон тата интернет ҫыхӑнӑвне ҫитернӗ. Анчах ун чухне тӗнче тетелне килсерен тухма 500 ҫынран ытларах пурӑнакан ялсене ҫеҫ май туса панӑччӗ, 250-500 ҫынлисене – Wi-Fi урлӑ.
Ҫӗршыв Правительствин хальхи саккун проектӗнче 100-тен ытларах ҫын пурӑнакан ялсем пирки каланӑ.
Ҫӗнӗ йышӑну сахал йышлӑ ялсенче пурӑнакансене хӳтӗлессине, ҫыхӑну инфраструктурине ҫӗршывӗпех сарма май парассине палӑртнӑ.
Правительство сӗнӗвне ҫывӑх вӑхӑтри пленарлӑ ларусенчен пӗринче пӑхса тухма шухӑшлаҫҫӗ.
Читайте нас: