Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Çĕнĕлĕх
16 Июлӗн 2021, 04:03

Путин МАКСра мĕн пăхни çинчен Песков каласа панă

#владимирпутин Песков пресс-секретарь: МАКСра Путин, йӑлана кĕнĕ тӑрӑх, демонстраци вӗҫевӗсем пăхать.

Путин МАКСра мĕн пăхни çинчен Песков каласа панăПутин МАКСра мĕн пăхни çинчен Песков каласа панă
Путин МАКСра мĕн пăхни çинчен Песков каласа панă

РФ Президенчӗ Владимир Путин МАКС-2021 авиасалонра пулнă май,  яланхи йӑлапа демонстраци вӗҫевӗсене пӑхса тухӗ, — пӗлтернĕ патшалӑх пуҫлӑхӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков журналистсене.

«Хальлӗхе эпӗ программӑна тӗп-тӗрӗс пӗлместӗп, анчах та президент вĕçевсене пӑхса илӗ», — тенӗ Песков, унран: «Патшалӑх пуҫлӑхне МАКСра ҫӗнӗ ҫар самолетне демонстрацилеҫҫӗ-и?» тесе ыйтсан.

«Президент йӑлана кӗнӗ пек МАКСра вĕçевсене пӑхать, ку хальхинче те пулӗ тетӗп», — хушса хунă вӑл.

Маларах «Ростех» пресс-службинче Пӗрлешӳллӗ авиастроительство корпорацийӗ МАКС-2021 ĕçленĕ пĕрремĕш кунĕнче «принциплӑ ҫӗнӗ ҫар самолечӗ» презентацилессине пӗлтернӗ.

РИА НОВОСТИ информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ:  РИА Новости / Сергей Гунеев

Автор:Марина Иванова
Читайте нас