Юмахри чечеке чугун ҫул вокзалӗн начальникӗ Наталья Прокофьева заказӗпе Самара тимӗрҫи Денис Нестеренко тунă.
Чугун ҫул вокзалӗ, почтӑпа магазин хушшинчи лаптăк —-Аксаково ялӗн сӑн-пичӗ. Кунта яланах йӗрке. Вӑрттӑнлӑхĕ вара паллӑ: Наталья Прокофьева — 1999 ҫултан пуҫласа чугун ҫул вокзалӗн начальникӗ, Татьяна Ситдикова — почта пайӗн начальникӗ (38 ҫулхи стажпа), магазин заведующийӗ те хӗрарӑм.
Наталья Владимировна — виçĕ çын ушкăненче чи хастар ҫын. Театрпа илемлӗхе туйма пĕлнин хӑнӑхăвĕ пулнине пула, вӑл вокзалти интерьерпа ландшафта тӗслӗх илмелли лаптăка çавăрнă, темиҫе ҫул хушши «Чи лайӑх клумба» конкурсра вокзал ҫывӑхӗнчи чечек пахчисем хушшинче чи лайӑххин ятне çĕнсе илет. «Кӗрен чечек» проект авторӗ Наталья Прокофьева шутланать. «Раççей чугун ҫулӗсем» ОАО филиал чугун ҫул вокзалӗсен Куйбышеври регион дирекцийӗн начальникӗ Андрей Комаровский проекта ҫирӗплетнӗ тата финанс пулӑшӑвне панӑ. Самар облаҫӗнчи тимерçĕ ӑстин Денис Нестеренковăн чечек тума пуҫличчен С.Т. Аксаковăн юмахне вуласа тухма тивнӗ. Акӑ аксаковсемпе ял хӑнисем (поезд ҫинчен аннă пассажирсем) ҫӗнӗ юмах композицийӗ патӗнче селфи тума васкаҫҫӗ.
«МГ» информацийĕпе.