Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнĕлĕх
20 Декабрӗн 2021, 20:52

Уфара "Робопарк" роботсен пӗтӗм тӗнчери куравӗ уҫӑлнă

Тинӗс пек пысăк киленӗҫ ачасем те, аслисем те илӗҫ.

Уфара "Робопарк" роботсен пӗтӗм тӗнчери куравӗ уҫӑлнă
Уфара "Робопарк" роботсен пӗтӗм тӗнчери куравӗ уҫӑлнă

Уфари Июнь ТРЦта "Робопарк" роботсен пӗтӗм тӗнчери куравӗ уҫӑлнă. Унта ачасемпе аслисем робот Валерӑпа калаҫма, квадрокоптерсемпе чӑн-чӑн ӑмӑртусенче тупӑшма тата шухӑш вӑйӗпе вертолет ҫӗклеме пултарӗҫ.
Экспозиципе кашни сехетрех тӳлевсӗр экскурси ирттерĕç, унта гид интереслӗ те кӑмӑллӑ формӑпа кашни ӗҫ, унӑн халиччен пулман майӗсемпе усӑ курни ҫинчен каласа парӗ.
Унсӑр пуҫне тӑватӑ ӑсталӑх класӗнче ачасемпе аслисем хӑйсен аллисемпе робот пуҫтарма, хӑйсен голограммине тума, 3D-алăпа ӳкерме тата квадрокоптерпа вӗҫме вӗренме пултарĕç. Сăмах май, хӑвӑр аллăрпа мӗн тунă, çав япаласене пурне те хăвăрпа илсе кайма юрать.
Тинӗс пек пысăк киленӗҫ ачасем те, аслисем те илӗҫ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Уфара "Робопарк" роботсен пӗтӗм тӗнчери куравӗ уҫӑлнă
Уфара "Робопарк" роботсен пӗтӗм тӗнчери куравӗ уҫӑлнă
Уфара "Робопарк" роботсен пӗтӗм тӗнчери куравӗ уҫӑлнă
Уфара "Робопарк" роботсен пӗтӗм тӗнчери куравӗ уҫӑлнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: