Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнĕлĕх
17 Мартӑн 2022, 12:55

Китайра сӗрӗм газӗнчен биотопливо тума тытӑннӑ

#Китай, #ӑслӑлӑх, #транспорт, #хуҫӑлӑх

Китайра сӗрӗм газӗнчен биотопливо тума тытӑннӑ
Китайра сӗрӗм газӗнчен биотопливо тума тытӑннӑ

Китай СО2-ран 90 октан хисепӗллӗ биотопливо тума пултаракан хатӗре тӗрӗсленӗ.
Nature Communications пӗлтернӗ тӑрӑх, Даляньри хими физикин институчӗн (Китай) ӑсчахӗсем ҫитӗнӳ тунӑ: вӗсем сӗрӗм газӗнчен биотопливо тухӑҫлӑ хатӗрлеме пултаракан дистилляци хатӗрне ӑсталаса тӗрӗсленӗ. Парник газӗсене епле чакарас ыйту пӗтӗм тӗнчешӗн ҫивӗч тӑрать.
Ӑсчахсем сывлӑшри CO2-на пуҫтарса ӑна ҫӗр айӗнчи управӑшсене тултарма, е мӗнпе те пулин тытса чарма, е биотопливо тума сӗнеҫҫӗ. Юлашки меслечӗ тухӑҫлӑрах, мӗншӗн тесен синтезланӑ топливо туса илме пулать, ҫапла май вара ҫакӑ ҫӗр айӗнчи пурлӑха (вӑл иксӗлми мар) кӑларассинчен хӑтарӗ.
2020 ҫулта Цзоучэн промышленность паркӗнче технологие тӗрӗслеме ятарлӑ хатӗр туса лартнӑ. 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна хута янӑ, ҫак хатӗр пӗр чарӑнми 72 сехет хушши ӗҫленӗ. Гидрогенизаци реакцийӗ пынӑ май сӗрӗм газӗн 95% яхӑн процентӗнчен 90 октан хисепӗллӗ шӗвӗ топливо туса кӑларнӑ, ҫакӑ вара Китайӑн VI наци стандартне тивӗҫтерет.
Ӑсласа кӑларнӑ меслетӗн коммерци малашлӑхӗ те пур: производство процессӗ самай кӑткӑс пулин те хатӗре ӗҫлеттерме энерги питех нумай кирлӗ мар. Ҫак пӗрремӗш хатӗр ҫавӑн пек топливӑна ҫулталӑкра 1 000 тонна тума пултарать.
#Китай, #ӑслӑлӑх, #транспорт, #хуҫӑлӑх
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://fbm.ru/novosti/science...yxnews&utm_medium=desktop

 

Китайра сӗрӗм газӗнчен биотопливо тума тытӑннӑ
Китайра сӗрӗм газӗнчен биотопливо тума тытӑннӑ
Автор:
Читайте нас: