Раҫҫейре ҫул-йӗр Правилисене тӳрлетӳсем кӗртнӗ.
Ҫӗнӗ тӳрлетӳсем хӑрушсӑрлӑх утравӗсем ҫинче тата чарӑнусенче чарӑнса тӑма чараҫҫӗ. Ҫакӑн пек мера ҫулсем ҫинчи кураслăха лайӑхлатмалла, юхӑм хӑрушсӑрлӑхне ӳстермелле.
Ҫулсем ҫинче икӗ ҫӗнӗ ҫул паллисем пулаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри электромобильсем валли зарядка паллӑ тӑвать.
Иккӗмӗшӗ - автобуссене ҫӳреме чарни ҫинчен пӗлтерет. Вӑл 2018 ҫулхи футбол чемпионачӗн хула-организаторӗсенче автобуссем ҫӳрессине чармалли практика кӑтартӑвӗ. Ҫак паллӑ общество транспорчӗн маршручӗсем тӑрӑх ҫӳрекен автобуссене, шкул автобусӗсене ҫӳреме чармасть.
Тӳлев паркӗпе инвалидсем валли парк паллисен ҫӗнӗ сӑн-сӑпат ҫуралӗ. Пĕрремĕшĕнче йӑлана кӗнӗ "Р" саспалли ҫумне укҫа ӳкерчӗкӗ хушӑнать. Иккӗмӗшӗнче - ҫак саспаллипе юнашар колясочник инвалидӑн стилизациленӗ сӑнӗ курӑнӗ.
Тата тепӗр ҫӗнӗлӗх – тӳлевсӗр тата тÿлевлĕ парковкĕсене пайласси. Халӗ тӳлевсӗр парковкăсен зонисем кӑвак йӗрсемпе, тӳлевсӗрри – шурӑ йӗрсемпе палӑрӗҫ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: the-robot.ru