Пушкӑрт ӑсчахӗсем кӗсре сӗтне тирпейлемелли тата упрамалли сайра тӗл пулакан технологи йӗркеленӗ, вӑл усӑллӑ пахалăхсене упраса тата нумай вӑхӑт упрамалли продукта сиенсӗрлетет. Республика правительствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инноваципе апат-ҫимӗҫ тата косметика промышленноҫӗнче анлӑн усӑ курӗҫ.
"Проекта хута яма тата пасара кӑларма укҫа-тенкӗ инновацисене пулӑшмалли фонд уйӑрнӑ. Грант укҫипе вӗсем тӗрӗслеве вӗҫлеме, сахал тоннажлӑ производство валли тулли виҫеллĕ установка туса хатӗрлеме тата ҫитес ҫул ҫӗнӗ технологипе усӑ курса сериллӗ производствӑна пуҫӑнма пултараҫҫӗ", - каласа панӑ правительство премьер-министрӗн ҫумӗ - промышленноҫ, энергетика тата инновацисен министрӗ Александр Шельдяев.
Палӑртнӑ тӑрӑх, опытлӑ продуктсен партийӗсем хатӗр ӗнтӗ, сӗт тирпейлемелли прототип установкӑсем тунӑ. Юлашки конструкци финанс тата энерги хатӗрӗсене чакарма май парать.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт правительстви.