Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çĕнĕлĕх
4 Кӑрлач 2023, 18:45

СВО территорисенче служба иртекенсем валли ҫӗнӗ тӳлевсем палӑртнӑ

#владимирпутин

СВО территорисенче служба  иртекенсем валли ҫӗнӗ тӳлевсем палӑртнӑ
СВО территорисенче служба иртекенсем валли ҫӗнӗ тӳлевсем палӑртнӑ

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин РФ нацгвардин ҫарӗнче служба иртекен тата ятарлӑ полици званийӗ пур ҫар ҫыннисене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене ҫар ҫыннисен хушма социаллӑ гарантийӗсем ҫинчен калакан указа алӑ пуснă. Документа право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетленӗ.
Указ тӑрӑх, 2022 ҫулхи февралӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа ятарлă ҫар операцийӗ ирттекен ДНР, ЛНР тата Украина территорийӗсенчи районсем ҫумне хутшӑнакан участоксенче ятарлӑ федераци хӑрушсӑрлӑхӗн органӗсене Раҫҫей патшалӑх чиккине сыхлас енӗпе ӗҫлекен хӑрушсӑрлӑх службин органӗсене пулӑшас тӗллевсене пурнӑҫланӑ чухне вилнĕ çар çыннисене, федераци хӑрушсӑрлӑхӗн органӗсене ДНР, ЛНР, Запорожьепе Херсон облаҫӗн тата Украинӑн территорийӗсенче 2022 ҫулхи сентябрӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа пулӑшас тӗллевсене пурнӑҫланӑ чухне, е асӑннӑ ҫар служащийӗсене, вӗсене ҫар службинчен хӑтарнӑранпа пӗр ҫул иртиччен, аманнипе, травмӑпа т.ыт. те, вӗсен ҫемйисен членӗсене пӗр хутчен 5 млн тенкӗ виҫепе тӳлеҫҫӗ. Асӑннӑ задачӑсене пурнӑҫланӑ чухне сусӑрланнисене, травмӑланнисене е аманнисене пӗр хутчен тÿлемелли 3 млн тенкӗ виҫепе палӑртаҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне асӑннӑ задачӑсене пурнӑҫланӑ чухне ҫӑмӑллӑхлӑ пенси уйӑрнӑ чухне пӗр кун задачӑсене пурнӑҫлани икĕ куншӑн, медицина учрежденийӗсенче пĕр уйӑх пулни - икĕ уйӑхшӑн.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: www.kremlin.ru

СВО территорисенче служба  иртекенсем валли ҫӗнӗ тӳлевсем палӑртнӑ
СВО территорисенче служба иртекенсем валли ҫӗнӗ тӳлевсем палӑртнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: