Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çĕнĕлĕх
29 Апрелӗн 2023, 12:04

Пишпÿлексем йывăç лартнă

Пишпÿлек районӗнче пурӑнакансем "Ешĕл Пушкӑртстан" республика акцине хутшӑннӑ.

Пишпÿлексем йывăç лартнă
Пишпÿлексем йывăç лартнă

Пишпÿлек районӗнче пурӑнакансем "Ешĕл Пушкӑртстан" республика акцине хутшӑннӑ.

Пӗрле вӑй хурса вӗсем Пишпÿлек пӗви территорийӗнче, çавӑн пекех Йăлпăлака каякан ҫул хӗррипе йывӑҫсем лартнӑ. Кунтах, ял ҫывӑхӗнчех, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакансене халалланӑ "Сад памяти" лартнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов, акцие хутшӑнакансене тӑван ҫӗршыва перекетлӗ пӑхнӑшӑн, тăван кĕтесе упранăшăн, тасатнăшăн тав туса, пурне те ҫитес Май уявĕ ячӗпе саламларӗ.

Палӑртса хӑваратпӑр, йывӑҫ лартас ӗҫре РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Динар Гильмутдинов, ПР тулаш экономика ҫыхӑнӑвӗсемпе конгресс ӗҫ-хӗлӗн министрӗн ҫумӗ Лена Изотова, çавӑн пекех Пушкăртстанри Казахстан тата  Таджикистан представительствисен ертӳҫисем килнӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацийĕн социаллă сетьри страницинчен.

Пишпÿлексем йывăç лартнă
Пишпÿлексем йывăç лартнă
Пишпÿлексем йывăç лартнă
Пишпÿлексем йывăç лартнă
Пишпÿлексем йывăç лартнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: