Çакăн валли сирĕн пулнă вырăнта суйлавçăсен списокне кĕртесси çинчен заявлени памалла: 2019 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнчен сентябрĕн 4-мĕшĕччен — кирек хăш территори суйлав комиссинче, МФЦра, патшалăх тата муниципаллă çăмăллăхсен Пĕрлехи порталĕнче (
https://www.gosuslugi.ru/); 2019 çулхи августăн 28-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 4-мĕшĕччен — кирек хăш участокри суйлав комиссинче; сентябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа тата 2019 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕччен вырăнти вăхăтпа 14 сехетрен кая мар тĕп регистраци вырăнĕнчи участокри суйлав комиссинче кăна.