Пушкăртстанăн Теп суйлав комиссин членĕсем тата журналистсем бюллетеньсем хатĕрлекен процеса курма пултарнă. Бланксене хатĕрлемелли мĕнпур тапхăрсенче çирĕп контроль пынă. Бюллетенĕн формине тата текстне, ытлашши тата пăснă бюллетеньсене тĕп тунине тĕрĕсленĕ. Иртнĕ эрнере пичет вĕçленнĕ, сентябрĕн 6-мĕшĕччен кая мар бюллетеньсене закон çирĕплетнĕ йĕркепе участокри суйлав комиссийĕсене парĕç. Участоксем илнĕ мĕнпур бюллетеньсен мал енче çÿлти сылтăм кĕтесĕнче участок комиссин икĕ членĕ алă пусмалла, ăна участокри суйлав комиссин пичечĕпе çирĕплетмелле.