«Çакă вилнисене мар, сыввисене кирлĕ! Чи кирли — пирĕн асаттесен паттăрлăхне, вĕсем хайсен пурнăçĕсене мирлĕ т ÿ пешĕн панине манманни. Çак уяв пуриншĕн те ырă усала çĕнтернĕ кун, пĕтĕм тĕнчере ырлăхпа мир уявĕ пултăр!» — тенĕ Леонид Сметанников.
Çĕнтерĕвĕн тĕп юррин премьери 1975 çулта пулнă. 45 çул иртсен çак юрă каллех Кӑйкӑр тӑвӗ çинче вырнаçнă Çĕнтерÿ паркĕнче янăрать.
Леонид Сметанников тата Шнитке ячĕллĕ «Театр хоровой музыки» филармони юрлакан видеоролика мартра самоизоляци режимне кĕртиччен ÿкернĕ.
Кӑйкӑр тӑвӗ çинчи музейра 26 пин ытла экспонат, вĕсен хушшинче Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче Саратов облаçĕнче пурăнакансен ĕç-хĕлĕ, Совет Союзĕн Геройĕсем, тыл ĕçченĕсем çинчен каласа параканнисем, ялавсем, техника, обмундировани хатӗрӗсем.
Саратов облаçĕ хыççăн марафон-эстафетăна Ульяновск малалла илсе пырать.
Республикăсемпе облаçсен юрă коллективĕсем «Çĕнтерÿ кунĕ» юрра юрланине апрелĕн 25-мĕшĕнчен вырăнти, федераллĕ телеканалсемпе радиосанцисенче, #песнипобедыПФО, #нашденьпобеды хештегсемпе социаллă сетьсенче пăхма пулать.