Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
7 Майӑн 2020, 14:47

Вут-çулăм хроникисенчен

К.Н. Иванов гвардеец 1942 çулта янă çыруран.

«Манăн ентешсене, Хушăлка ял Советĕнчи «Ключевка» ялхуçалăх артелĕн колхозникĕсене тата Пишпÿлек районĕнчи ĕçченсене пурне те хĕрÿллĕ салам!
Эпир пирĕн Тăван çĕршыва тапăннă нимĕç эшкерĕсене хирĕç çапăçма пуçланăранпа часах çулталăк пулать. Тăшман чее те тискер, анчах унăн вилтăпри пирĕн çĕр çинче пулать. Пирĕн Хĕрлĕ Çар кунран-кун вăй пухать, паттăрлăхпе, хăюлăхĕпе нимĕçе анăçалла хăвалать.
Фронтпа тыл — уйрăлми. Колхозник юлташсем! Хастар, пĕтĕм вăйран уй-хирсенче ĕçлĕр, пысăк тухăç ÿстерĕр! Вара эпир фашистсене пирĕн тăван çĕртен хăваласа кăларатпăр кăна мар, пĕтĕмпех тĕп тăватпăр!
Эпĕ икĕ хутчен амантăм пулин те, каллех çапăçава хутшăнатăп…»
Çырăва «Колхозри ĕç» хаçатра пичетленĕ пулнă.
Читайте нас: