«Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ ятпа чун-черерен саламлатăп. Майăн 9-мĕшĕ — паттăрлăхпа мухтав кунĕ, нумай нациллĕ халăхăн паттарлăхĕ умĕнче пуç тайни, çĕнтерÿçĕсен паттăр ăрăвне ĕмĕр асра тытасси тата вĕçĕмсĕр тав тавасси. Çак кун патриотизмăн иксӗлми ҫӑлкуҫӗ пулса тăрать. Эсир тăван çĕршыва хăвăрăн пурнăçăра халалланă, нумай çул хушши уншăн ĕçленĕ.
Паян эпир пăшалпа çапăçу хирĕсенче тата ударла ĕçпе тылра Çĕнтерĕве туптанисене чĕререн тав сăмахĕсем калатпăр. Сирĕн паттăрлăхăра пула паян эпир мирлĕ тупе айĕнче пурăнатпăр. Эсир паян та стройра, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăратăр. Пушкăртстан халăхĕнчен тайма пуç сире. Çирĕп сывлăх, ырлăх сунатăп! Мирлĕ тÿпе айĕнче нумай çул пурăнăр! Аслă Çĕнтерÿ кунĕпе!