Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
12 Майӑн 2020, 15:09

Кунта парк пулать

Пишпÿлекри историпе этнографи музейĕ патĕнче ку чухнехи хăтлă сквер тума пуçланă.

Юлашки вăхăтра Пишпÿлеке палласа пулмасть — тĕрлĕ çĕрте йывăç хунавĕсем лартаççĕ, çĕнĕ парксемпе скверсем хываççĕ. Нумай пулмасть район центрĕнчи музей çурчĕ хыçĕнче хурансем ÿсекен паркра ку чухнехи сквер тума йышăннă. Заказ параканĕ — Пишпÿлек ял Совечĕ ял тăрăхĕ, подрядчик — ООО «Мегастрой» (Белебей хули)
Строительсем ĕçлеме пуçланă. Парк варрипе брусчатка сукмакĕ пулать, хунарсем, скамьесем лартаççĕ.
Культура объектне хута ямалли вăхăт — июлĕн 15-мĕшĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: