Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
14 Майӑн 2020, 11:38

Каминкесем Çĕнтерÿ кунне чаплă палăртнă

Ял çыннисем «Çĕнтерÿ чÿречи» Пĕтĕм Раççей акцине хутшăннă.

Кăçал самоизоляци режимне пула кĕртнĕ мерăсене пула Майăн 9-мĕшне урăхла форматпа палăртрăмăр. Çапах та çĕнтерÿçĕсен ăру тăсаканĕсем астăвăма тивĕçлĕ пулнине кăтартса пачĕç.
— Каминкере Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунисене чысласа тунă обелиск патне чечек кăшăлĕсем хутăмăр, — каласа парать Каминке ял Совечĕ ял тăрăх пуçлăхĕ Ирина Павловна Шишкина. — Пирĕн ялсенчи çынсем килкартисене, пахчисене, хапхисене шарсемпе, хĕрле ялавсемпе илемлетрĕç.
Каминкери Татьяна Чугунова ачисемпе тата мăнукĕсемпе хăйсен çурчĕн чÿречисене хутран касса кăларнă хĕрлĕ çăлтăрсемпе тата шурă тăрнасемпе илемлетрĕ. Хапхи çине фронтра пулнă тăванĕсен сăнÿкерчĕкĕсене çакнăччĕ. Кунта «Эрзя» ансамблĕн юрăçисем пухăнчĕç, вăрçă çулĕсенчи тата халăх юррисем шăрантарчĕç. Татьяна Федоровна хăй те çур ĕмĕре яхăн коллективра юрлать.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Ирина ШИШКИНА.
Читайте нас: