Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
17 Нарӑсӑн 2023, 21:46

Тӗлпулу манӑҫми пулӗ, пурин чӗрисенче те нихҫан манӑҫми йӗр хӑварĕ

Çӗр ҫинче "салтак" сӑмах нихҫан та кирлӗ мар тата палламан вӑхӑт ҫитес ҫук.

Тӗлпулу манӑҫми пулӗ, пурин чӗрисенче те нихҫан манӑҫми йӗр хӑварĕ
Тӗлпулу манӑҫми пулӗ, пурин чӗрисенче те нихҫан манӑҫми йӗр хӑварĕ

Çӗр ҫинче "салтак" сӑмах нихҫан та кирлӗ мар тата палламан вӑхӑт ҫитес ҫук. Пирӗн планета çинче вӑрҫӑ авалтанпах чарӑнмасть. Вӑрҫӑ ҫулӗ вара яланах хӑрушӑ. Эпир Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑри ҫӗнтерӳ ҫинчен яланах калаҫатпӑр, анчах, шел пулин те, тата тепӗр вӑрҫӑ пулнине, никам та пӗлтермен, паттӑр та трагедиллӗ вӑрҫӑ пулнине манатпӑр. Вӑл тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен икĕ хут вӑрӑмрах пулнӑ. Ку Афган вӑрҫи.
Демскинчи вăтам шкулта Афган вӑрҫин ветеранӗпе А.А. Файзуллинпа тӗлпулу иртнĕ. Тĕлпулу пуҫламăшĕнче Полина Калмыкова, 8 класра вӗренекенскер, сӑмах тухса каланă. Вӑл сӑвӑ вуланă. Е.Г. Семенов гитарăпа выляса юрă юрланă. 3-5-мĕш классенче вӗренекенсем Афган вӑрҫи ҫинчен сӑвӑсем каласа панӑ. 6-мĕш класри хӗрачасем çуртасемпе ташă ташланă.
Ялти Культура çурчĕн ĕçченĕ М.Д. Лапшина А.А. Файзуллина саламланă тата ӑна парне панă. Р.Н. Гизатуллин "Астӑватпӑр... Мăнаçланатпӑр!" стенд йӗркеленӗ.
Азат Асгатович ачасем умӗнче сӑмах тухса каланӑ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫ ҫулӗ ҫинчен, хӑй вӑрҫӑ ӗҫне мӗнле хутшӑнни ҫинчен каласа панă.
Тӗлпулура пулнисем вилнӗ салтаксене пӗр минут чӗнмесӗр тӑрса асăннă.
Паллах, ҫак тӗлпулу манӑҫми пулӗ, пурин чӗрисенче те нихҫан манӑҫми йӗр хӑварĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Демскинчи вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Тӗлпулу манӑҫми пулӗ, пурин чӗрисенче те нихҫан манӑҫми йӗр хӑварĕ
Тӗлпулу манӑҫми пулӗ, пурин чӗрисенче те нихҫан манӑҫми йӗр хӑварĕ
Тӗлпулу манӑҫми пулӗ, пурин чӗрисенче те нихҫан манӑҫми йӗр хӑварĕ
Тӗлпулу манӑҫми пулӗ, пурин чӗрисенче те нихҫан манӑҫми йӗр хӑварĕ
Тӗлпулу манӑҫми пулӗ, пурин чӗрисенче те нихҫан манӑҫми йӗр хӑварĕ
Тӗлпулу манӑҫми пулӗ, пурин чӗрисенче те нихҫан манӑҫми йӗр хӑварĕ
Тӗлпулу манӑҫми пулӗ, пурин чӗрисенче те нихҫан манӑҫми йӗр хӑварĕ
Тӗлпулу манӑҫми пулӗ, пурин чӗрисенче те нихҫан манӑҫми йӗр хӑварĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: