Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
20 Нарӑсӑн 2023, 11:59

"Манӑн пĕчĕк Тӑван çӗршывӑм — Атайсал" муниципалитет форумне районти шкул ачисем хутшăннă

Февралӗн 17-мӗшӗнче Туймазă хулинче "Манӑн пĕчĕк Тӑван çӗршывӑм — «Атайсал" муниципалитет форумӗ иртнӗ.

Форум темиҫе площадкӑран тӑнă. Туймазăри 7-мĕш вăтам шкулта вырнаҫнӑ пӗрремӗш площадкӑра "Пĕчĕк Тӑван çӗршыва ача куҫӗпе аталантарасси" стратегилле сесси иртнӗ. Ҫак сессие Пăслăкри К.Иванов ячĕллĕ тата Аитри Ф.Карим ячĕллĕ вăтам шкул ачисем хутшӑннă. Стратеги сессийӗнче вӗренекенсем хӑйсен пӗчӗк тӑван çӗршывне аталантарас тата малалла каяс ыйтусем енӗпе ҫитӗнекен ӑру мĕнле курнине тӑратнӑ, модераторсем ертсе пынипе пĕчĕк тӑван çӗршыва аталантарас енӗпе хӑйсен проектне туса хатӗрленӗ тата тӑратнӑ. Вӗсем хӑйсен "Астăвăм аллейи" ятлӑ проектне туса хатӗрленĕ.

"Туймаза ҫӗрӗ, патриотсем ӳстеретпӗр" тепӗр площадкӑра та пирӗн представительсем хутшӑннӑ, волонтерство сферинче ӑнӑҫлӑ практикӑсем туса ирттернӗ.

#ФорумАтайсал2023
#БижбулякскийРайон

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

"Манӑн пĕчĕк Тӑван çӗршывӑм — Атайсал" муниципалитет форумне районти шкул ачисем хутшăннă
"Манӑн пĕчĕк Тӑван çӗршывӑм — Атайсал" муниципалитет форумне районти шкул ачисем хутшăннă
"Манӑн пĕчĕк Тӑван çӗршывӑм — Атайсал" муниципалитет форумне районти шкул ачисем хутшăннă
"Манӑн пĕчĕк Тӑван çӗршывӑм — Атайсал" муниципалитет форумне районти шкул ачисем хутшăннă
"Манӑн пĕчĕк Тӑван çӗршывӑм — Атайсал" муниципалитет форумне районти шкул ачисем хутшăннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: