Аургазă районӗнчи Чӑваш-Карамалы ялӗнчен тухнӑ Василий Васильевич Николаев производствӑн паллӑ организаторӗ, талантлӑ ученӑй тата хăйне евĕр ҫын пулнӑ. Василий Николаев хутшӑннипе Чӑваш Карамалы ялӗнче пасар туса лартнӑ, культура ҫуртне тата вӑтам шкула юсаса ҫӗнетнӗ, яла газификациленӗ, урамсене асфальтланӑ тата хӑтлӑлатнӑ.
Кӗҫӗн тӑван ҫӗршывра Василий Васильевич православи храмне Василий Великий Святителе чысласа лартнӑ. Ҫирӗм ҫул иртсен Çветтуй Василий Великий храмне тӗпрен юсама пуҫарупа Елена Николаева, меценат хӗрӗ, сӑмах тухса каланă. Халӗ ӗнтӗ унӑн ачисем тӑван ял ҫыннисене пулӑшаҫҫӗ. "Атайсал" проект шайӗнче Мускавра пурӑнакан Василий Васильевичӑн хӗрӗ чиркӗве юсама тата ҫывӑхри территорие хӑтлӑх кӗртме 6 миллион тенкӗ ытла укҫа-тенкӗ панӑ. Тӗп ӗҫсене туса пӗтернӗ ӗнтӗ.
Чăваш-Карамалы ял совет пуҫлӑхӗ Николай Ефремов каланă тăрăх, Василий Васильевичӑн хӗрӗ ашшӗ туса лартнӑ чиркĕве ҫеҫ мар пулӑшать. Елена Николаева вырӑнти шкула юсама та укҫа-тенкӗ уйӑрнă. Ял ҫыннисем ӑна курма яланах хавас, кирек хӑш вӑхӑтра та хӑнана кӗтеҫҫӗ. https://mgazeta.com/news/novosti/2023-03-20/metsenat-elena-nikolaeva-vydelila-sredstva-na-remont-pravoslavnogo-hrama-kotoryy-v-sele-chuvash-karamaly-postroil-ee-otets-3184105
Сӑнӳкерчӗкĕ: aurgazeta.ru