Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
14 Нарӑсӑн , 12:09

Афган вăрçин ветеранĕсемпе тĕлпулу иртнĕ

Студентсемшӗн тӗлпулу чӗрере нихҫан манми йӗр хӑварнӑ.

Афган вăрçин ветеранĕсемпе тĕлпулу иртнĕ
Афган вăрçин ветеранĕсемпе тĕлпулу иртнĕ

Февралӗн 13-мӗшӗнче Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалĕн студенчӗсем Афган вӑрҫин ветеранӗсемпе тӗлпулӑвне йӗркеленӗ. Ачасем умĕнче воин ветерансем-интернационалистсем Иван Васильевич Кирилловпа Иван Анатольевич Емельянов тухса каланă. Пирӗн ӗҫ ӑнăçлă пулчĕ, ахаль салтак-интернационалистсем кӑна мар, чӑн-чӑн геройсемпе патриотсем килнĕ. Афганистана вӗсем тӗрлӗ ҫулсенче лекнӗ, тӗрлӗ чаҫсенче службӑра тӑнӑ, анчах ачасене мӗн чухлӗ историпе тӗслӗх каласа пама пултарнӑ. Вӗсем Афган вӑрҫин трагедиллӗ кунӗсене аса илнĕ. Хӑнасем хӑйсем ҫинчен, пурнӑҫ ҫулӗ ҫинчен, вӗсем вӑрҫӑ ӗҫне мӗнле хутшӑнни ҫинчен каласа панă. Ачасене вӑрҫӑ вӑхӑтне, воинсен асаилӗвӗсене хускатнӑ видео-фрагментсене кӑтартнă. Пишпÿлек районӗнче ҫуралса ӳснӗ, ҫав вӑрҫӑра пуçне хунă ентешсене аса илнĕ, ҫамрӑк ӑрӑва хӑйсен Тӑван çӗршывне юратма, ӑна хӳтӗлеме чӗнсе каланă. Инҫетри Афган вӑрҫи ҫинчен асӑнса пурӑнни вӑл вӑрҫӑри событисене ҫулсем те, вăхăт та ҫухатма пултараймаҫҫӗ.

Студентсемшӗн тӗлпулу чӗрере нихҫан манми йӗр хӑварнӑ.

#Деньвоинаинтернационалиста #Бижбулякскийисторикоэтнографическиймузей #МузеиРБ

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри музей пӗрлешӗвӗн (6+) социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/maukbmo

 

Афган вăрçин ветеранĕсемпе тĕлпулу иртнĕ
Афган вăрçин ветеранĕсемпе тĕлпулу иртнĕ
Афган вăрçин ветеранĕсемпе тĕлпулу иртнĕ
Афган вăрçин ветеранĕсемпе тĕлпулу иртнĕ
Афган вăрçин ветеранĕсемпе тĕлпулу иртнĕ
Афган вăрçин ветеранĕсемпе тĕлпулу иртнĕ
Афган вăрçин ветеранĕсемпе тĕлпулу иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: