Сентябрӗн 23-мӗшӗнче Хушăлкари вăтам шкулти чи паллӑ пулӑмсенчен пӗри - Кӗрхи ярмӑркка - иртнӗ. Телее, ҫанталӑк мероприятие шкул картишӗнче ирттерме май панӑ.
Кашни класс хӑйӗн сӗтелне май килнӗ таран ҫутӑрах та хӑйне евӗрлӗрех илемлетме тӑрӑшнă. Кунта пахча ҫимӗҫ, килти хатӗр-хӗтӗр, чечексем, ал ӗҫӗсем, кондитер апачĕ, пылак ҫимӗҫ тата ыттине те туянма май пулнӑ.
Класс ертӳҫисемпе вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗсем тӑрӑшнипе, творчествӑлла пӑхнипе чӑн-чӑн тухăçпа тулӑх пурнӑҫ уявӗ пулса тӑнă!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.