Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти хыпарсем
29 Сентябрӗн , 10:31

Пӗрле эпир тӗнчене симĕсрех тӑватпӑр!

«Ешĕл Пушкӑртстан» экологи проекчӗпе килӗшӳллӗн Пишпÿлек ялӗнче йывӑҫ лартас енӗпе анлӑ акци иртнӗ.

Пӗрле эпир тӗнчене симĕсрех тӑватпӑр!
Пӗрле эпир тӗнчене симĕсрех тӑватпӑр!

«Ешĕл Пушкӑртстан» экологи проекчӗпе килӗшӳллӗн Пишпÿлек ялӗнче йывӑҫ лартас енӗпе анлӑ акци иртнӗ. Тӗрлӗ организацисемпе предприятисенчен килнӗ ҫынсем Пишпÿлек ялне ешĕл тум тăхантартас ӗҫе хастар хутшӑннă. Вӑрман хуҫалӑх министерствин представителӗсем хутшӑннипе Пишпÿлек ялӗн виҫӗ площадкинче йывӑҫ лартнă. Пӗрремӗш площадка — Ахметов ячĕллĕ парк, кунта Ача-пăча пултарулăх центрĕн, Ача-пăча искусствин шкулĕн тата «Парус» спорт шкулĕн ӗҫченӗсем вӑй хунӑ. Вӗсем тӑрӑшни парка тата та симӗсрех, хӑтлӑрах тума пулӑшĕ.

Иккӗмӗш площадка — Ҫӗнтерӳ паркӗ. Кунта район администрацийӗн, ял хуҫалӑх управленийӗн ӗҫченӗсем ҫӑка хунавӗсем лартнӑ ҫӗре хастар хутшӑннă.

Виҫҫӗмӗш площадка — Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалĕн умĕнчи тайлӑм. Унта ытти мӗнпур организацисемпе предприятисен коллективӗсем пӗрлешнĕ. Вӗсем пӗрле тӑрӑшни ҫак тайлӑма тата та симӗсрех тунă.

Йывӑҫ лартассипе субботниксем районти ытти ял тӑрӑхӗсенче те иртнине палӑртмалла. Пурӗ 217 шултра хунав тата 1045 хырпа пилеш хунавӗ лартнӑ.

Пирӗн регионти экологи лару-тӑрӑвне сыхласа хӑварас тата лайӑхлатас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн пур хутшӑнакана та тав! Пӗрле эпир тӗнчене лайӑхрах тӑватпӑр!

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

 

https://vk.com/officialbiz

 

Пӗрле эпир тӗнчене симĕсрех тӑватпӑр!
Пӗрле эпир тӗнчене симĕсрех тӑватпӑр!
Пӗрле эпир тӗнчене симĕсрех тӑватпӑр!
Пӗрле эпир тӗнчене симĕсрех тӑватпӑр!
Пӗрле эпир тӗнчене симĕсрех тӑватпӑр!
Пӗрле эпир тӗнчене симĕсрех тӑватпӑр!
Пӗрле эпир тӗнчене симĕсрех тӑватпӑр!
Автор: Марина Иванова
Читайте нас