Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Хушăлкари Культура çуртĕнче "Чӑваш халӑхӗн Фольклор вӑййисем" программа иртрӗ. Чӗннӗ хӑна Степанова Ираида Георгиевна, Хушăлкари вăтам шкулти чăваш чӗлхипе литературине вĕрентекенĕ пулнӑ. Унта хутшӑнакансем кашни вӑйӑн историйӗпе пӗлтерӗшне пӗлнӗ, унӑн символикипе тата чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе, уявӗсемпе ҫыхӑнӑвӗпе паллашнӑ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче чӑваш ялӗн йӑли-йӗрки ҫинчен информаци тӑратнӑ, ҫакӑ тавракурӑма анлӑлатнă, халӑх вӑййисен культура контекстне тарӑнрах ӑнланма май панă. Унта хутшӑнакансем выляса савӑннă, ҫавӑн пекех чӑваш халӑхӗн наци уйрӑмлӑхне йӗркелес тата культура еткерлӗхне упрас ӗҫре фольклор пĕлтерĕшĕ ҫинчен пӗлнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ https://vk.com/wall-116068194_3782