Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти хыпарсем
17 Мартӑн , 12:15

Пишпÿлекри ача садĕнчи ешĕл кĕтес

Ешӗл кӗтес: ҫамрӑк натуралистсен отчечӗпе паллашма сĕнетпĕр.

Пишпÿлекри ача садĕнчи  ешĕл кĕтес
Пишпÿлекри ача садĕнчи ешĕл кĕтес

 

Кусем Пишпÿлекри "Умка " ача садĕнчи "Нюша" вӑтам ушкӑнри ачасем. Вĕсем сире пӗр истори каласа парасшӑн. Хӗл хыҫҫӑн ӳсен-тӑран епле вӑранни пире кӑсӑкланнă, чӑн-чӑн пахчана хамӑр чӳрече янаххи ҫинче вырнаҫтарма шутланă.

Мӗн кӑна туман-ши вĕсем:

Вӑрлӑха пӳрнесемпе тӗкӗннĕ — вӗсем ҫав тери пӗчӗк!
Кӑнтӑрлахи апат вăхăтĕнче салата хумалли япала пултӑр тесе  сухан лартнă.
Тата... хăйсен  туссем тунă! Чӑлха илнĕ те, унта тӑпрапа пӑрҫа, укроп вӑрри сапнă, вӗсене куҫсемпе сӑмсана ҫыпӑҫтарнă. Воспитательсем ҫакна "травянчики" теҫҫӗ.
Халӗ пирĕн туссем чӳрече ҫинче тӑраҫҫӗ те хӗвел ҫинче ӑшӑнаҫҫ. Ачасем вӗсене кашни кун шӑварĕç, вӗсен симӗс ҫӳҫӗсем ӳсессе кӗтĕç.

Ача садне  пӗчӗк пахчана курма хӑнана килӗр.

https://vk.com/wall-217412282_3745

Пишпÿлекри ача садĕнчи  ешĕл кĕтес
Пишпÿлекри ача садĕнчи ешĕл кĕтес
Автор:
Читайте нас