

Ӑмӑртӑва Пушкӑрт Республикин сакăр муниципаллӑ районӗпе виçĕ хула округӗ хутшӑннӑ.
Пишпÿлек районӗн пӗрлештернӗ командипе Данилова Екатерина, Меркулова Екатерина, Никифорова Татьяна, Емельянов Владислав, Николаев Руслан, Ахмадеев Ильнур, Иванов Алексей, Костарев Тимур тата Салимов Артур паллаштарнă.
Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Пишпÿлек районӗн команди Альшей район командине икӗ очко юлса парӑнтарнӑ, пӗтӗмӗшле зачетра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта - Мияки районӗн команди.
Пирӗн сборнӑйпа "Парус" спорт шкулӗн тата "Батыр" атлетика клубӗн тренерӗсене Татьянӑпа Георгий Онановсене черетлӗ ӑнӑҫлӑ вылявпа саламлатпӑр.
Çăлкуç:https://vk.com/wall-172931042_12458