

Альшей ДРСУ Пишпÿлекри участокӗн ҫул-йӗрҫисем Пишпÿлек ялӗн Центральная урамӗнче тата Пишпÿлек-Приютово автотрассӑра асфальтпа юсав ӗҫӗсем тӑваҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Ҫул-йӗр управленийӗн Пишпÿлекри участокӗн ҫул-йӗрҫӗсем район центрӗнчи Центральная урамӑн кивелнӗ сийӗсене юсас тата Пишпÿлек — Приютово ҫулӗ ҫинчи электричество подстанцийӗ ҫывӑхӗнчи вӗри асфальтпа шӑтӑк-путӑк юсас енӗпе вӑйлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫул-йӗрҫӗсем ҫул тӑрӑмне сӑнаҫҫӗ, ӑна йӗркене кӗртеҫҫӗ, ҫул-йӗр ҫинчи пур ҫыншӑн та хӑрушлӑхсӑр тата хӑтлӑ ҫул-йӗрпе тивӗҫтереҫҫӗ.
Ҫул сийӗсене юсасси пирки çул-йӗр ӑсти Рамис Шарафуллин каласа пачӗ:
-— Пирӗн ҫул-йӗр рабочийӗсен мобильлӗ бригади ӗҫ сменинче кашни кун ҫирӗм тонна ытла вӗри асфальт алла илет. Асфальта эпир КАМАЗ автомобильпе Пелепей хулинчен илсе килетпӗр. Ӗҫе ултӑ техника хутшӑннӑ. Центральная урамра юсав ӗҫӗсем вӗҫленнӗпе пӗрех ӗнтӗ. Кунта 317 метрта район центрӗн пӗвепе АЗС ҫывӑхӗнчи яла кӗнӗ ҫӗрти чи хӗрӳ ҫул юппи ҫити кивӗ асфальт сийне пахалӑхлӑ юсанӑ. Халӗ рабочисем Пишпÿлек — Приютово ҫулĕ çинчи шӑтӑк-путӑка юсама куҫрӗҫ. Ку участокра планпа пӑхнӑ юсав ӗҫӗсене ҫулӑн вунпилӗк ҫухрӑмлӑ сыпӑкӗ ҫинче палӑртнӑ. Ҫанталӑк ӗҫлеме май парать, бригадӑн кӑмӑлӗ лайӑх. Ҫул-йӗр рабочийӗсем Александр Иванов, Азамат Хакимов, Нафис Низамиев, Азамат Серикович ударлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫул-йӗр техникипе опытлӑ кадрсем вӑй хураҫҫӗ. Каток машинисчӗн Сергей Фоминăн нумай ҫул ӗҫ стажӗ пур, бетоноваркӑра — Рамил Факуллин, МТЗ-82 тракторлӑ фрезӑпа — Ильвир Фатхутдинов ĕçлеççĕ. КАМАЗ автомобильпе Владимир Степанов водитель ӗҫлет, УАЗ-фермер дежурнӑй автомобильпе вахта Михаил Иванов турттарать. Эпӗ тунӑ юсав ӗҫӗсен пахалӑхне тата бригада ӗҫӗнче чарӑнусем, пӑтӑрмахсем ан пулччӑр тесе сӑнатӑп. Пирӗн ӗҫ ҫулсене водительсемшӗн хӑрушлӑхсӑр тӑвасса, ҫул ҫинчи япӑх лару-тӑрӑва пула инкек сиксе тухма пултарасса шанатпӑр. Вара пирӗн пирки ӳпкелешмелли те пулмӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.