

Железноводскри ӳнерпе строительство техникумӗн директорӗ Юрий Александрович Васин ҫапӑҫусен ветеранӗ. Казаксен тӑванлӑхӗн тата Тӑван çӗршыва служит тумалли идеалӗсене парӑнса, вӑл Чечен хирӗҫӗвне иртнӗ, нумаях пулмасть СВОна хутшӑннӑ. Ҫавӑнпа Пишпӳлек районӗнче хӑнара пулнӑ май вӑл пирӗн волонтерсемпе тӗл пулма шутланă.
Шел те, волонтерсен юхӑмне хутшӑнакансене пурне те курма май ҫук. Анчах Пишпÿлекри, Аитри тата Дюсянри волонтер штабӗсене ҫитсе курма май килнӗ.
Ҫапӑҫусене ертсе пырас енӗпе пысӑк опытлӑ Юрий Александрович штабсен ӗҫӗ-хӗлӗпе тата вӗсенче туса кӑларакан продукципе кӑсӑкланса паллашнă. Ӑна ӗҫри ҫитӗнӳсемпе уйрӑмлӑхсем ҫинчен, пирӗн район ҫыннисем малти линири боецсене пулӑшас тесе мӗн кирлине пурне те туни ҫинчен каласа панă. Юрий Васин вара волонтерсене вĕсен патриотла позицийӗшӗн тав тунӑ, вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ боецсемшӗн ҫав тери пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем пулӑшнипе ҫапӑҫури чун хавалне тытса пыма кӑна мар, салтаксен пурнӑҫне чӑннипех ҫӑлма май килет-ҫке.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Александр Семеновăн социаллă сетьри страницинчен.