

Августӑн 18-мӗшӗнче информаци ушкӑнӗ районти ялсенче пурӑнакансемпе тӗл пулма пуҫланă.
Информаци ушкӑнӗсем районти ялсем тӑрӑх тухса ҫӳресси малалла пырать. Августӑн 20-мӗшӗнче Çирĕклĕ тата Каминке ялӗсенче пурӑнакансемпе тӗл пулнă. Тӗлпулусенче ҫынсене кӑсӑклантаракан ыйтусене сӳтсе явнă, паллах, районти ӗҫсен тӗп ҫул-йӗрӗсем ҫинчен каласа панă. Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсене суйлас темӑна та хускатнă.
Районти ялсенче тӑрӑшакан ҫынсем хӑйсен пӗчӗк савӑнӑҫӗсемпе пурӑнаҫҫӗ. Районти чи аякри ял — Каминке ялӗ пӗлтӗр Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑнса пӗр номинацире ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Ял Совечӗ пысӑк парне тӳлевӗсем илнӗ — ҫавна пула ҫак укҫа-тенке ял ҫыннисен ырлӑхĕшĕн ярӗҫ.
Ял совет ҫыннисемшӗн парне укҫипе мӗнпур кирлӗ оборудованиллӗ трактор тата "Шевроле Нива" автомобиль туянни пирки информаци лайӑх хыпар пулнă. Маттурсем, каминкесем! Ҫапла тытмалла!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Александр Семеновăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/id66187787