"Лучики добра" волонтерсен пункчӗ Кăрканта пурӑнакансемшӗн туртӑну вырӑнĕ пулса тӑнӑ, вӗсем кашниех ҫар операцине ирттерекен зонӑра тӑракан боецсене пулӑшма пултарасса шанса тӑраççĕ.
Тунтикунхи каҫ. Ялти Культура çурчӗн икӗ хутлӑ ҫурчӗн чӳречисенче ҫутӑ ҫунать. Ачасем хăйсен интересĕсемпе вӗренме васкаҫҫӗ. Пӗр пӳлӗмре сасӑсем илтӗнеҫҫӗ. Алӑка уҫрӑм та хама чӗннӗ вырӑна — маскировка сеткисем карнӑ вырӑна ҫитсе тӑтӑм. Ку чӑн-чӑн мастерской, кунта пӗрлӗхпе туслăх атмосфери хуҫаланать. Кунта 18 ҫынран никам та ӗҫсӗр лармасть: пӗрисем маскировка сетки тума хăюсем касаҫҫӗ, теприсем чей хатӗрлеҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем сеткă ҫыхаҫҫӗ. Ял ҫыннисем кунта чун чӗннипе, хӑйсен вӑхӑтне шута илмесӗр ҫӳреҫҫӗ. Вӑя шеллемесӗр ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем пирӗн боецсене унта, передовойра, пулӑшу кирлине пӗлеҫҫӗ вӗт.
Кăрканта волонтер пунктне клуб работникӗсем йӗркеленӗ. 2023 ҫулхи мартра ӗҫе Гузель Ахметовна Хисамутдинова ертсе пынипе малалла тӑснӑ, вӑл ывӑлӗ пуçне хунă хыҫҫӑн спецопераци вӑхӑтӗнче пирӗн боецсене пур майсемпе те амӑшӗ пек упраса хӑварма, пулӑшма шутланӑ. Вӑл тӑрӑшни нумайӑшĕсемшӗн хавхалану ҫӑлкуҫӗ пулса тӑнă, ҫӗршывӑн пуласлӑхне хӳтӗлекен кашни ҫын тимлӗхсӗр, тӑрӑшулăхсӑр юлас ҫуккине шанӑҫпа шанчӑк панă.
2024 ҫулхи ноябрьте волонтерсен ушкӑнне ят панă — "Лучики добра". Ку ӑнсӑртран мар, мӗншӗн тесен унта хутшӑнакансен ӗҫӗ пурне те ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарать. Хальхи вӑхӑтра пункта Зульфия Файзихановна Ямалеева ертсе пырать.
— Кусем пирӗн хӗрсем - "пыл хурчӗсем" (волонтер пунктӗнче ӗҫлекен хӗрарӑмсене вӑл ҫапла ачашшӑн чӗнет) тӗрлӗ курӑкран тутлӑ чей хатĕрлеççĕ. Эпир хамӑрӑн боецсене 4800 пакет чей ярса патӑмӑр. Чӗртаварне хамӑр илсе килетпĕр, ял ҫыннисем те илсе килеççĕ, пӗрлехи вӑйпа пухнӑ укҫапа лавккаран та туянатпӑр, - волонтерсен ӗҫӗпе паллаштарать Зульфия Файзихановна. — Окоп ҫуртисем тума уйлатпăр. Парафин пур пирӗн. Акă хатĕр вăрах çунакан шăрпăксем. Вӗсем тӑхӑр-вунӑ минут ҫунаҫҫӗ, боецсене хирти условисенче кӑвайт чӗртме ҫӑмӑлтарах пулать. Сеткăсем яватпӑр. Кашни кун ирхине 10 сехетрен пуҫлатпăр, каҫхине пилӗк сехетрен ӗҫ пуҫланать. Икӗ сменӑпа ӗҫлетпӗр. Нумайӑшӗ ирхине те, каҫхине те килеҫҫӗ. Ӗҫе ҫӳренӗ пекех ҫӳреҫҫӗ.
Мастерскойри пурнӑҫ шӑпланмасть. Килти ӗҫсене пӑхса тăмасăрах ял ҫыннисем маскировка сеткисем явакан пункта пухӑнаҫҫӗ. Зульфия Файзихановна пурне те ятарлӑ журнал ҫине ҫырса пырать: хӑшӗ пӗрремӗш сменӑра ӗҫленӗ, хӑшӗ иккӗмӗш сменӑра, хӑшӗ конкретлӑ мӗн тунӑ. Ҫавӑн пекех вӑл укҫа-тенкӗ пухас енӗпе те шута ҫирӗп илсе пырать, кашни финанс юхӑмӗн витӗмлӗхне тивӗҫтерет.
— Кунне 13-15 ҫын ӗҫлетпӗр. Кун каҫа 40 ҫынна яхӑн та пулса каять, - малалла калать хӗрарӑм.
Станок ҫине тӗп никӗсе сетка ҫирӗплетнӗ. Хӗрарӑмсем, кашни лентӑна ҫыха-ҫыха, передовойри кашни ачашӑн амӑшӗн юратӑвне, кӗллине хываҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем мӗн тунине ӑнланаҫҫӗ — ытлашши ӳстермесӗр — пысӑк ӗҫ. Маскировка сетки вӑл — пирӗн боецсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма, вӗсене тӑшмантан хӳтӗлеме май вӗт. Маскировка сеткисем явни ҫинчен вӗсем пурне те пӗлеҫҫӗ: тӗрри мӗнле лайӑхрах, ҫулталӑк вӑхӑчӗпе тĕс гамми мӗнле тупмаллине, ӳкерчӗкӗ мӗнле - "кӳлленчӗк" е "чернил" тӑвассине.
— Ӳкерчӗксен фигурисене хамӑр шухӑшласа кăларатпăр, шаблонсем хатӗрлетпӗр. Пирӗн боецсене 87 сеткă янă ĕнтĕ, часах 88-мӗшӗ те хатӗр пулать, - тет Зульфия Ямалеева. — Сеткăсем валли материалсемпе "Все для фронта - Бижбуляк" районти волонтер юхӑмӗн ертӳҫи Эллина Суфьянова тивӗҫтерет. Вӑл яланах ҫыхӑну тытать, час-часах пӗрле тӗлпулусем ирттеретпӗр.
Гульчира Саитгараева активистка Кăрканти хӗрарӑмсем явнă пӗрремӗш сетка районти гуманитари пулӑшӑвне пухакан пункта паракан сӑнӳкерчӗке кӑтартать. Ку 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулнă.
— Пурте эпир госпитальти боецсем валли ятарласа минтерсем касса, ҫӗлеме тытӑннинчен пуҫланса кайрӗ. Ҫакӑн пек минтерсемпе сипленнӗ вӑхӑтра пирӗн салтаксене выртма çăмăлтарах. Вара килтен ултӑ ҫын ҫӗвӗ ҫӗлекен машинӑсем илсе килчӗҫ. Унтан ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Марат Ринатович Яхин тата пирӗн арҫынсем тӑрӑшнипе маскировка сеткисем ҫыхмалли станок турăмăр, - каласа парать Гульчира кинемей.
Плетельщицӑсем халӗ Ҫурҫӗрте пурӑнакан Фания Хакимова ентешӗн пӗрлехи ӗҫе пысӑк тӳпе хывнине тав туса палӑртрӗҫ. Вӑл машинка туянма пулӑшнă, ун пулӑшнипе масксетьсем ҫыхмалли лентӑсем касас ӗҫ чылай ҫӑмӑлланнă.
Ытларах сеткă явакан пунктра аслӑ ӑру представителӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Чи аслисем 73 ҫулти Алсу Вахитовапа Гульсая Хуснутдинова хӑйсен пурнӑҫри активлӑ позицийӗпе пуриншĕн те тĕслĕх пулса тӑраҫҫӗ. Ҫамрӑксенчен — 30 ҫулти Диана Зайнетдинова, вӑл ҫулларанпах хунямӑшӗпе пӗрле пункта ҫӳрет. Блиндаж ҫуртисем тумалла, мӗн те пулин леҫмелле, илсе килмелле пулсан хӗрарӑмсене Шакир Саитгараев пулӑшать. Ҫитменнине тата вӑл пур ӗҫе те ӑста: мӗн те пулин ҫӗмӗрӗлсен — юсать. Волонтерсен ушкӑнне хутшӑнакан нумайӑшин тӑванӗсем халӗ ятарлӑ ҫар операцийӗ иртекен зонӑра. Паянхи кун ял тӑрӑхӗнчен 21 ҫын пирӗн мирлӗ тӳпене хӳтӗлет.
Пирӗн ҫӗршывшӑн кӑткӑс вӑхӑтра ял ҫыннисем пурте гуманитари пулӑшӑвӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ, никам та айккинче юлмасть. Боецсене яракан посылкӑсенче мӗн кирли пурте пур, кашнинех кӗлӗпе шоколад хунӑ.
Кăркан ял Совечӗ хӑйӗн ентешӗсене гуманитари пулӑшӑвӗпе икӗ фура — 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗнче тата пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче —спецопераци ирттермелли зонӑна янӑ. Гуманитари пулăшăвĕ яма хатӗрленни ҫинчен илтсен, районти ытти ялсенчи волонтерсем те боецсем валли посылкӑсем илсе килнĕ. Пирӗн хӳтӗлевҫӗсене илсе кайнă гуманитари пулӑшӑвӗсене икĕ хутчен те Кăркан ял совечӗн пуҫлӑхӗ Марат Ринатович Яхин ертсе пынă.
— Пӗрлехи инкек пурне те пӗрлештерчӗ. Кама инҫене çÿреме йывӑр, килте чӑлха ҫыхаҫҫӗ. 93 ҫулти ӗҫ ветеранӗ, Аслă Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑнаканăн тӑлӑх арӑмĕ Фатиля Фаттахова, хӗрӗсемпе пӗрле госпитальти аманнӑ боецсем валли ятарласа нускисем ҫыхаҫҫӗ. Вӗсем питӗ хастар та уҫӑ кӑмӑллӑ, укҫапа та, апат-ҫимӗҫпе те пулӑшаҫҫӗ. "Лучики добра" волонтер пункчӗ туса ирттернӗ кулленхи ӗҫре тарӑн ҫынлӑх тата пулӑшма тӑрӑшни тăрать. Кунта кашниех хӑй тӑрӑшни пӗлтерӗшлӗ пулнине туять. Вӗсем пӗрле часах ҫӗнтерессе шанаҫҫӗ.
Ирина ФОМИНА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Ирина Фомина.