Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Ситекпуçĕнче "Геройсен вӑхӑчӗ" тӗлпулу каҫӗ иртнĕ

Ситекпуçĕнчи Культура çуртӗнче ҫар ҫыннисен - ятарлă çар операцине хутшăнакансен тата сроклă çар службине чĕннисен ашшӗ-амӑшӗсемпе "Геройсен вӑхӑчӗ" тӗлпулу каҫӗ иртнӗ.

Тӗлпулӑва район администраци пуҫлӑхӗн экономика, инвестици политики тата предпринимательлӗх аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен заместителӗ, "Всё для фронта-Бижбуляк" ушкӑн ертӳҫисенчен пӗри Эллина Суфьянова, "Защитники Отечества" Фондӑн социаллӑ координаторӗ Гузель Хисамутдинова, Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Семенов хутшăннă.
Эллина Суфьянова ятарлă çар операцине хутшӑнакансен ашшӗ-амӑшӗсене тав сăмахĕсем каланă, Ситекпуç ялӗнчи волонтерсене активлӑ пулӑшнӑшӑн тав тунӑ. 2025 ҫул Пушкӑртстан Республикинче Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшмалли çул тесе пӗлтернӗ. Вӑл пирӗн районта мӗнле пуласси, мĕнле мероприятисем иртесси тата администраци шайӗнче йышӑнусем тӑвасси çинчен Гузель Хисамутдинова социаллӑ координатор каласа панă. Ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Александр Семенов хӑйӗн сӑмахӗнче ситекпуçсем патриотсем тата активлӑ пулни ҫинчен каланă.
Ситекпуçсен гуманитари пулăшăвĕн ĕçĕсем çинчен "Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" штаб ертӳҫи Лидия Павлова каласа панă. Волонтер юхӑмне хутшӑнакансем "Ты плети, плети, рука" юрра юрланă.
Мероприятие ятарлă çар операцине хутшăнакан та хутшăннă, вăл халĕ аманнине пула, килте канать. Вӑл маскировка сеткисем ҫыхакан, гуманитари пулӑшӑвне ӑсатакан хӗрарӑмсене пысӑк тав сӑмахӗ каланă.
Мероприяти ăшă та кăмăллă иртнĕ. Вӑхӑт сисӗнмесӗрех иртсе кайнă. Салтаксене пурне те Ҫӗнтерӳпе хӑвӑртрах килĕсене таврӑнма суннă!

#Своихнебросаем
#Седякбаш
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://ok.ru/group/54151801667774

Ситекпуçĕнче "Геройсен вӑхӑчӗ" тӗлпулу каҫӗ иртнĕ
Ситекпуçĕнче "Геройсен вӑхӑчӗ" тӗлпулу каҫӗ иртнĕ
Ситекпуçĕнче "Геройсен вӑхӑчӗ" тӗлпулу каҫӗ иртнĕ
Ситекпуçĕнче "Геройсен вӑхӑчӗ" тӗлпулу каҫӗ иртнĕ
Ситекпуçĕнче "Геройсен вӑхӑчӗ" тӗлпулу каҫӗ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: