Çутă çул
+13 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

"Тăрăшулăх поезчӗ" Пăслăкра пулнă

Тухса калакансем организацисен ӗҫĕсене СВОна хутшăнакансен çемьисен членĕсен çăмăллăхĕсене хута илсе ĕçлесси, информаци технологийӗсемпе тата мошенничествӑпа усӑ курса пулакан информаци хӑрушсӑрлӑхĕсем тата преступленисем çинчен калаçнă.

"Тăрăшулăх поезчӗ" Пăслăкра пулнă
"Тăрăшулăх поезчӗ" Пăслăкра пулнă


"Тăрăшулăх поезчӗ" - ҫакăн пек ятлă тӗлпулу Пăслăк ялӗнче пурӑнакан ятарлă çар операцине хутшăнакансен ҫемйисен членӗсемпе иртнӗ. Тӗлпулу Пушкӑртстан Республикинче СВОна хутшăнакансене тата вӗсен ҫемьисен членӗсене пулӑшмалли çулталӑкри мероприятисен планне пурнӑҫланӑ шайра иртнӗ. СВОна хутшӑнакансен ҫемйисен членӗсем вӗсене хумхантаракан ыйтусене пама пултарнӑ.
"Тăрăшулăх поезчӗ" ӗҫне Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов ертсе пынӑ. Вӑл Пишпÿлек районне аталантармалли ҫул-йӗрсемпе тӗлпулăва хутшӑнакансене паллаштарнă, ялти волонтерсене Тав ҫырӑвӗсем панă.
Тӗлпулӑва хутшӑнакансем умĕнче администрацин структура подразделенийӗсен ертӳҫисем: администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпетата кадрсем енӗпе ӗҫлекен çумĕ Алексей Данилов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн финанс енĕпе ĕçлекен ҫумӗ Владимир Меркулов, администраци пуҫлӑхĕн Пӗрремӗш заместителӗ - ялхуҫалӑх управленийӗн начальникӗ Артур Галеев, район Совечӗн секретарӗ Вадим Булатов, информаципе аналитика пайӗн начальникӗ Сергей Иванов, Пишпÿлек районӗнчи Раҫҫейри МВД пайӗн штабӗн начальникӗ Сергей Стрельников, Пишпÿлекри тĕп район больницин тӗп врачӗн ҫумӗ Ирина Назарова, культура, ҫамрӑксен политики, спорт тата общество пӗрлешӗвӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли пай начальникӗ Елена Арефьева тата районти ытти служба представителӗсем тухса каланă. Тухса калакансем организацисен ӗҫĕсене СВОна хутшăнакансен çемьисен членĕсен çăмăллăхĕсене хута илсе ĕçлесси, информаци технологийӗсемпе тата мошенничествӑпа усӑ курса пулакан информаци хӑрушсӑрлӑхĕсем тата преступленисем çинчен калаçнă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

"Тăрăшулăх поезчӗ" Пăслăкра пулнă
"Тăрăшулăх поезчӗ" Пăслăкра пулнă
"Тăрăшулăх поезчӗ" Пăслăкра пулнă
"Тăрăшулăх поезчӗ" Пăслăкра пулнă
"Тăрăшулăх поезчӗ" Пăслăкра пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: