Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

«Шаймуратов класӗ» СВОра пуçне хунă боецăн ҫемйине шефа илнӗ

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 7б класра вӗренекенсем, класс ертӳҫи Т.В. Сергеева, директорăн воспитани енӗпе ĕçлекен заместителӗ Р.А. Сафонова, пӗрремӗш шкултан вӗренсе тухнӑ СВОра пуçне хунă Р.З. Гареевăн ҫемйине пырса курнӑ.

41867 ҫар чаҫӗн мотострелковӑй батальонĕн мотострелковӑй взвочӗн мотострелковый ротин мотострелковӑй отделени водителӗ Р.З. Гареев 2024 çулхи сентябрӗн 29-мӗшӗнче Украина, Луганск Халӑх Республики тата Донецк Халӑх Республики территорийӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗн задачисене пурнӑҫланӑ чухне пуçне хунă.

«Шаймуратов класӗ» СВОра пуçне хунă боецăн ҫемйине шефа илнӗ. Рустам амӑшне шкулта унăн ывӑлӗ ҫинчен мӗнле асӑннине каласа панă. 7 б класӑн кабинетӗнче Герой парти уҫӑлать, унта чи лайӑх вӗренекенсем ҫеҫ ларма тивӗҫ. Музейре Рустам Закирьянович ҫинчен информаци пухаççĕ, унӑн сӑнӳкерчӗкӗ шкулӑн 3-мĕш хутӗнче ҫакӑнса тӑрать.

Гульсима Нуриевна куҫӗсенче ачасем куҫҫуль курнă, ҫав вӑхӑтрах хӑйĕн ывӑлӗшӗн амăшĕ мӑнаçланнă, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн Тӑван çӗршыва хӳтӗлесе герой пек пуçне хунă.

СВОра пуçне хунă салтаксем — ҫӗр ҫинчи тӑнӑҫлӑхпа лӑпкӑлӑхшӑн — ахальтен мар пурнăçне панӑ паттӑрсем пек, вӗсем пирӗнпе пӗрле юлаҫҫӗ, халӑх чӗрисемпе ӑс-тӑнӗнче чӗрӗ юлаҫҫӗ. Вӗсен паттӑрлӑхӗ — мирлӗ тӳпене кашни минутрах хаклама, ӑна нимӗне пӑхмасӑр хӳтӗлеме хавхалантарать, вӗрентет.

#проектСВО
#ХранителиИстории
#КалендарьПервых
#ДвижениеПервых
#ПервичкаПервых

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public210652587

«Шаймуратов класӗ» СВОра пуçне хунă боецăн ҫемйине шефа илнӗ
«Шаймуратов класӗ» СВОра пуçне хунă боецăн ҫемйине шефа илнӗ
«Шаймуратов класӗ» СВОра пуçне хунă боецăн ҫемйине шефа илнӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас