Майăн 10-мӗшӗнче Демскинчи вăтам шкулта волейболпа уҫӑ турнир пулнӑ, ăна Украинӑри ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуçне хунисене асӑнса халалланӑ: Андрей Миронова, Марсель Габдрафикова, Вадим Муллагареева, Антон Арефьева, Инэль Гизатуллина, Денис Габдрафикова тата Айдар Багаутдинова.
Ку турнир - боецсен паттӑрлӑхӗпе çирĕплĕхне вӗҫӗ-хӗррисӗр йышӑнни. Геройсене асра тытасси - пирӗн тивӗҫ. Эпир вӗсен паттӑрлӑхне, вӗсен тӗслӗхӗпе ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парассине яланах асра тытӑпӑр. Мероприятие ҫар ҫыннисен ашшӗ-амӑшӗсемпе тӑванӗсем хутшăннă.
Патриотла турнира йӗркелекенсене, Пишпÿлек районӗнчи ОМВД начальникне Хазиев Азат Фаритовича, шкул администрацине, Демскин старостине Фарит Минигужевича, патриотла турнира хутшӑнма килнӗ командӑсене, турнир спонсорне СВОна хутшăнакан Рустам Кадирберганович Бабаджанова пысӑк тав. Тавтапуҫ пирӗнпе пӗрле асӑнса асаилӳсем тунӑшӑн.
Турнира ултă команда хутшӑннӑ: Демски ялĕн, Пишпÿлек районӗнчи ОМВД, Дюсян, Мияки ялĕсен, Пономаревка ялĕн тата Туймазă районӗнчи Новотроицки ялĕн. Турнир чемпионӗ ОМВД команди пулнă, иккӗмӗш вырӑнта Дюсян команди, Демский ялӗнчи волейболистсем виҫçӗмĕш призерсем пулнă. Ҫавӑн пекех чи лайӑх вылякансене тупса палӑртнӑ, вӗсене укҫа-тенкӗ парнисемпе наградӑланӑ.
Демский команди хӑйӗн укҫине 2 пин тенке шкула парнеленӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.