Çутă çул
-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Уфара патшалӑх учрежденисенче ӗҫлекенсем тӗрӗс мар хӑтланнине тӗрӗслӗҫ

Константин Толкачев тӗрӗслев ирттерме хушнӑ.

Уфара патшалӑх учрежденисенче ӗҫлекенсем тӗрӗс мар хӑтланнине тӗрӗслӗҫ
Уфара патшалӑх учрежденисенче ӗҫлекенсем тӗрӗс мар хӑтланнине тӗрӗслӗҫ

Константин Толкачев тӗрӗслев ирттерме хушнӑ.

Пушкӑртстан Республикин Патшалӑх Пухӑвӗн – Курултайӗн председателӗ Константин Толкачев Белорецкра «Вагнер» ЧВК йышӗнче ҫапӑҫнӑ СВОра вилнӗ ҫынсен амӑшӗсемпе тӗлпулу ирттернӗ. Ывӑлӗсене ҫухатнӑ хӗрарӑмсем тӗлпулӑва темиҫе ҫивӗч ыйтупа килнĕ.

– Ҫакна йышӑнма мӗн тери шел пулин те, пирӗн вилнӗ «вагнеровецсен» амӑшӗсемшӗн чи ыратакан ыйтусенчен пӗри вӑл – обществӑра вӗсем ҫине яланах тӗрӗс мар пӑхни, – каласа панă тӗлпулăва пӗтӗмлетсе Константин Толкачев. – Ҫак ҫар ҫыннисен иртнӗ пурнӑҫне пӑхмасӑр – хӑйсен ирӗкӗпе пулнӑ-и вӗсем е службăпа айӑпне каҫарттарма май тупнӑ-и, пурте вӗсем Тӑван ҫӗршывшӑн пурнӑҫне панӑ. Ҫакӑ патшалӑхпа общество енчен вӗсен ҫемйисене уйрӑмах хисеплеме, тимлӗх уйӑрма тивӗҫ хурать. Патшалӑх учрежденийӗсен ӗҫченӗсем те сӑпайсӑрлӑх кӑтартаҫҫӗ иккен, ку вара пачах та юрамасть. Ҫирӗплетнӗ кашни фактпа ҫирӗп мерӑсем йышӑнӗҫ.

Ҫапла, Константин Толкачев каланӑ тӑрӑх, тӗрӗслев ирттернӗ, Белорецкри çар комиссариачĕн ӗҫченне ӗҫрен хӑтарма йышӑну тунӑ ӗнтӗ, ун тӗлӗшпе ҫӑхав нумай килнӗ.

Тӗлпулура вилнӗ боецсен ҫемйисене тӳлессипе тата вилнӗ «вагнеровецсен» статусӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене те сӳтсе явнӑ.

– Халӗ эпир ыйтӑва право тӗлӗшӗнчен татса памалли майсене тишкеретпӗр, — пӗлтернӗ парламент спикерӗ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2025-07-21/vladimir-putin-vstretilsya-s-glavoy-udmurtii-4320862

 

 

Уфара патшалӑх учрежденисенче ӗҫлекенсем тӗрӗс мар хӑтланнине тӗрӗслӗҫ
Уфара патшалӑх учрежденисенче ӗҫлекенсем тӗрӗс мар хӑтланнине тӗрӗслӗҫ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас