Урал Ахмеров «Пушкӑртстан паттӑрӗсем» кадрсен проектне хутшӑнать.
СВО ветеранӗ Урал Ахмеров професси пӗлӗвӗ тата хушма професси пӗлӗвӗ илме сертификат илнӗ. Кун пирки республикӑри ҫемье, ӗҫ тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан министр Ленара Иванова каласа панă.
«Урал пирӗн ведомствӑра стажировка иртет, СВОна хутшӑнакансен ҫемйисен членӗсене пулӑшас енӗпе пурнӑҫланакан тӗллевсене татса парас ӗҫе те хастар хутшӑннӑ ӗнтӗ. Палӑртмалла: вӗренӳ сертификачӗсем СВОна хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшу памалли чи паллӑ мерӑсенчен пӗри. Ҫак мерӑна кӗртме тытӑннӑранпа эпир 800 ытла сертификат панӑ ӗнтӗ», - палӑртнă Ленара Иванова.
Урал Ахмеров СВО зонинче М.Шаймуратов ячӗллӗ батальонра хӗсметре тӑнӑ. Аманнӑ хыҫҫӑн килне таврӑннӑ, «Пушкӑртстан паттӑрӗсем» кадр программине хутшӑннӑ. Хӑйӗн вӗрентекенӗ, ПР ҫемье, ӗҫ тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан министрӗ Ленара Иванова ертсе пынипе СВО ветеранӗ социаллӑ ӗҫе алла илет.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР ҫемье, ӗҫ тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан министрӑн Ленара Иванован telegram-каналӗ.