Сентябрӗн 15-мӗшӗнче Уфара пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприяти — Пушкӑртстан Республикин ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсен Ассоциацийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта хутшӑнакансем ассоциацин тӗп тӗллевӗсене сӳтсе явма пухӑннă, ҫав шутра вилнӗ паттӑрсене ӗмӗрлӗхе асра хӑварасси, вӑрҫӑ инваличӗсене пулӑшасси, ҫар ҫыннисене граждан пурнӑҫне хӑнӑхма тата ӗҫе вырнаҫма пулӑшасси, ҫавӑн пекех ҫамрӑксене патриотла воспитани парассине йӗркелесси.
Пишпÿлек районӗнчен мероприятие «Защитники Отечества» Фондӑн социаллӑ координаторӗ Гузалия Хисамутдинова тата СВО ветеранӗ Ильдар Валиев хутшӑннă. Регион пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Ассоциаци пӗлтерӗшне палӑртнă, ӑна влаҫсен тата ҫар ҫыннисен хӑйсен пӗрлехи йышӑнӑвӗпе йӗркеленине палӑртнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz?from=groups