Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшу памалли Пушкӑртстан Республикинчи ҫулталӑк шайӗнче Кистенлӗри Культура çуртӗнче Украинӑра СВО ирттернӗ май пуçне хунă ял ҫыннин ентеш - ҫар ҫыннине асӑнса «Ӗмӗрлӗхе кайнӑ паттӑрсем» асӑну сехечӗ иртнӗ. Мероприятие хутшӑнакансене ҫар тивӗҫӗ, Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн службӑра тӑни, ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттермелли сӑлтавсем, СВО вӑхӑтӗнче усӑ куракан символсем ҫинчен каласа панă. Хамӑр Тӑван ҫӗршыва хӑйӗн пурнӑҫне шеллемесӗр хӳтӗленӗ ял ҫынни Илларионов Ю.В. салтакӑн паттӑрлӑхӗпе çирĕплĕхĕ ҫинчен кӗске биографине итленĕ. Пирӗн вӑхӑтри паттӑрсем - паттӑрлӑх, çирĕплĕх, ҫар тивӗҫне парӑнни, ҫирӗплӗхпе хăюлăхӑн ҫутӑ тӗслӗхӗ.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан çар çыннисем ҫинчен калакан «Пирӗн вӑхӑтри паттӑрсем» стендпа паллашнă. Мероприяти вӗҫӗнче СВО вӑхӑтӗнче пуçне хунисене пӗр минут шӑп тӑрса чысланă.
Пирӗн сӑваплӑ тивӗҫ — ҫак мухтавлӑ салтаксен паттӑрлӑхне асра тытасси. Вӗсенчен кашниех ҫамрӑк ӑрушӑн тивӗҫлӗ тӗслӗх пулса тӑрать. Эпир вилнӗ ҫар ҫыннисене асӑнса чысласшӑн кӑна мар, пирӗн салтаксен чун хавалне ҫӗклесшӗн. Вӗсем пирӗн пулӑшӑва туймалла, эпир яланах вӗсемпе пӗрле пулнине пӗлмелле, эпир вӗсене мӗн май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшатпăр, пултарулӑх коллективӗсене хутшăнакансем маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, ӑшӑ япаласем пуҫтараҫҫӗ. Акцисем ирттерсе эпир «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр», «Эпир пӗрле» тетпӗр.
#Год_заботы_об_участниках_СВО
#СВОиVкультуре#КДУ
#УфаРЦНТ#УфаМКРБ
#Кистенли_Богдановский_МДК
#Бижбулякский_район
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗри Культура ҫурчӗн социаллă сетьри страницинчен.