Çирĕклĕ клубӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗн пулӑмӗсене халалланӑ «Ҫӗнӗ вӑхӑт — ҫӗнӗ паттӑрсем» патриотизм сехечӗ иртнӗ.
Ертсе пыраканӗ мероприятие хутшӑнакансене СВО Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ палӑртнӑ тӗллевӗсемпе задачисем çинчен каласа панă.
Мероприяти вӑхӑтӗнче курӑмлӑ материалсемпе, СВОна хутшăнакансен портречӗсемпе усӑ курнӑ. Ертсе пыракан палӑртнӑ тӑрӑх, Раҫҫей хӑйӗн тӑван ҫӗршывне тата унӑн интересӗсене хӳтӗлеме шухӑшламасӑр тӑнӑ паттӑрӗсемпе яланах чапа тухнӑ. Хутшăнакансем ял ҫыннисем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнни ҫинчен тата ҫар ҫыннисен ҫемйисене те, унта хутшӑнакансене хӑйсене те мӗнле пулӑшу пама май пурри ҫинчен пӗлнĕ.
Мероприяти вӗҫӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче пуçне хунисене пӗр минут шӑп тӑрса чысланă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.