Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

СВОра пуçне хунă салтаксен тăванĕсемпе тĕлпулу иртнĕ

Пишпÿлекре Тӑван ҫӗршывӑн никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн пурнӑҫĕсене шеллемен ентешӗмӗрсен - ятарлă çар операцине хутшăнакансен - ашшӗ-амӑшӗсемпе тата тӑванӗсемпе тӗлпулу иртнӗ.

СВОра пуçне хунă салтаксен тăванĕсемпе тĕлпулу иртнĕ
СВОра пуçне хунă салтаксен тăванĕсемпе тĕлпулу иртнĕ
 
Ноябрĕн 5-мӗшӗнче Пишпÿлекре Тӑван ҫӗршывӑн никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн пурнӑҫĕсене шеллемен ентешӗмӗрсен - ятарлă çар операцине хутшăнакансен - ашшӗ-амӑшӗсемпе тата тӑванӗсемпе тӗлпулу иртнӗ. Тӗлпулӑва ҫавра сӗтел формачӗпе, чей ĕçсе ирттернĕ. Тӗлпулура район администрацийӗн ӗҫченӗсемсӗр пуҫне районти тӗп больница, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр, РОВД, ҫар комиссариачӗн представителӗсем те пулнӑ. Вӗсем СВОна хутшăнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшу памалли мерӑсем пирки каласа кӑтартнӑ, ҫавӑн пекех кибер-ултавçăсенчен асӑрхаттарас тӗлӗшпе профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ.
Мероприяти питӗ ӑшӑ лару-тăрура иртнĕ. Пӗр-пӗринпе калаҫнă, передовойра тӑракан хамӑрӑн боецсен пурнӑҫĕ ҫинчен мӗн курни-илтнине, мӗн шухӑшланине каласа панă. Кунсӑр пуҫне боецсен ашшӗ-амӑшӗсене сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ пулӑшу енӗпе пулӑшу памалли майсем ҫинчен каласа панă.
- Сиртен кашнинпе курнӑҫма питӗ хавас пултӑмӑр! Сирӗнпе яланах ҫыхӑнура. Тепӗр хут калатпăр: эсир кирек хӑш вӑхӑтра та пур ыйтупа та калаҫма пултаратӑр. Хамӑр вӑй ҫитнӗ таран пурне те тӑвӑпӑр, сире пулӑшӑпӑр,  - тет район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов.
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
 
СВОра пуçне хунă салтаксен тăванĕсемпе тĕлпулу иртнĕ
СВОра пуçне хунă салтаксен тăванĕсемпе тĕлпулу иртнĕ
СВОра пуçне хунă салтаксен тăванĕсемпе тĕлпулу иртнĕ
СВОра пуçне хунă салтаксен тăванĕсемпе тĕлпулу иртнĕ
СВОра пуçне хунă салтаксен тăванĕсемпе тĕлпулу иртнĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас