Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Афган вăрçин ахрăмĕ
14 Нарӑсӑн 2019, 17:49

ĔМĔРЕХ ВУН ТĂХХĂРТИ ШĂЛЛĂМ

Çĕршыв интересĕсене хÿтĕлесе Афганистан Республикинчи вăрçа хутшăннă çар подразделенийĕсене 1989 çулхи февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнче илсе тухнă. Унтанпа кăçал вăтăр çул çитет. 10 çула тăсăлнă Афган вăрçинчен 15 052 салтак таврăнайман, 53 753 -шĕ сусăрланнă, тепĕр 417-шĕ хыпарсăр çухалнă. Вĕсем пурте пурăнма кăна пуçланă çап-çамрăк каччăсем.

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Вишневка поселокĕнче çуралса уснĕ 19 çулхи Володя Яковлевăн ячĕ те сăртлă-туллă Афганистан çĕрĕн историйĕнче ĕмĕрлĕхех юнпа çырăнса юлнă. Ашшĕ-амăшĕпе тăванĕсемшĕн пысăк çухату, нихăçан тÿрленми суран. Володьăн аслă аппăшĕ Полина Георгиевна Петрова (Яковлева) çемье ыратăвне пирĕнпе пайласшăн пулчĕ.

Совет çарĕсене Афганистанран кăларнăранпа 30 çул иртсе кайрĕ пулин те эпир çак вăрçа ниепле те манаймастпăр. Ĕмĕрлĕхех суран хăварчĕ вăл пирĕн çемьешĕн. Çак вăрçăра юратнă шăллăм Володя ĕмĕрлĕхех пуç хучĕ. Вăл паттăррăн вилнĕренпе кăçалхи октябрь уйăхĕнче 33 çул пулать.Унтанпа сахал мар шыв юхса иртрĕ пулин те çак хуйхă халĕ те чĕрĕ суран пекех. Ун çинчен аса илсенех куçсем шывланаççĕ. Аттепе анне пуç йăтайми хуйхипе пĕрлех çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕç. Эпир, Володьăн пĕр тăванĕсем – аслă аппăшĕ, пиччĕшĕ, кĕçĕн аппăшĕсем – ăна яланах асра тытатпăр. Унăн илемлĕ сăн-пичĕ, йăл-кулли ĕмĕрех пирĕн асра. Питĕ ырă кăмăллă та тÿрĕ чунлă, хăюллăччĕ вăл. Юлташĕсем те питĕ нумайччĕ унăн. Шкулта тăрăшса вĕренетчĕ, спортпа çав тери туслăччĕ. Хăюллăскер çапăçура та юлташĕсем хыçне пытанман ĕнтĕ вăл. Душман пули вара шăпах ун çине пырса тăрăннă.

Хушăлка вăтам шкулĕнче (Володя та, эпир те çак шкултан вĕренсе тухнă) ăна халалласа ятарлă кĕтес уçнă, пионер отрячĕсем унăн ячĕпе хисепленеççĕ. Кашни çулах февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнче, пограничниксен кунĕнче, вĕрентекенсемпе шкул ачисем, Хушăлка ял хутлăхĕнчи ветерансен канашĕн членĕсем Володьăн вил тăприйĕ çинче пулаççĕ, чечексем хураççĕ.

Аттепе анне çук пулин те эпир тăван киле пушă тăратмастпăр: Пелпей хулинче пурăнакан Юлий шăллăм нихăçан та ÿркенсе тăмасть. Вăхăт тупса яла кайсах çÿрет, хÿмесене юсать, сăрлать. Володьăн юлташĕсене кĕтсе (вĕсем час-часах ун вил тăприйĕ çине килсе çÿреççĕ) пÿрт ăшне юсарĕ. Ун аллинчен пурте килет. Йăмăксем те, Гальăпа Лида, яланах, мĕн тусан та пĕрле. «Шăллăм сывă пулсан пĕрле тем те тăвăттăмăр, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнăттăмăр. Хăш чухне çĕрле тăрса ларса макăрни те пулать», - тет Юлий шăллăм хурлăхлăн.

Ас тăватăп-ха, хам пĕр 10-12 çулсенче пуль, анне хуйхăллăн хăйĕн пиччĕшĕсене аса илнине. Аннен пилĕк пиччĕшĕ, пĕр инкĕшĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçине тухса кайнă. Виççĕшĕ - Терентий (1919ç.), Александр (1921ç.), Дмитрий (1925ç.) - вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Михаилпа (1921ç.) Василий (1913ç.) куккасем тата Ульяна инке (1915ç.) сывă таврăннă. Анне питĕ шеллесе аса илетчĕ вĕсене. Аттепе иккĕшне вара мирлĕ вăхăтрах ывăлне, çав тери юратнă Володя шăллăмăра, çухатма тÿр килчĕ. Тĕнчере яланах мир пултăр, амăшĕсем ачисене салтакран ырă-сывă кĕтсе илччĕр. Çĕр çине пĕр аннен те куççулĕ ан тăкăнтăр.

Володьăн пĕртăванĕсем ятĕнчен Полина аппăшĕ.

Пелепей районĕ, Илкел ялĕ.
Читайте нас: